Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Механизаторсен хастарлăхĕ

о Вырма - 2006
 
Механизаторсен
хастарлăхĕ
 
"Шоркистринский" производство кооперативне кирпĕч кăларнипе çеç пĕлет пуль вулакан. Анчах темиçе çул ĕнтĕ вăл тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерсе тата тыр-пул акса туса илет. Акă кăçал 82 гектар çинче тулăпа урпа акса хăварма вăй çитернĕ. Тухăçĕ те ăнса пулнă. Иртнĕ эрнере Владимир Петровпа Сергей Сергеев комбайнерсем "Нива" комбайнпа вырмана тухрĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех 52 гектар çинчи тулăна çапса пĕтерчĕç, урпа акнă каçалăка куçрĕç. Тырра ăçта вырнаçтарас тесе пуçа ватмаççĕ кунта, малтанах Вăрмарти элеваторпа килĕшỹ тунă, çавăнпа та тырă тиенĕ автомашинăсем çийĕнчех Вăрмарти тырă йышăнакан предприятие çул тытаççĕ.
Механизаторсем хастарлăхĕпе кăмăллă кооператив пуçлăхĕ И.Иванов çапла каларĕ: "Çанталăк чăрмантармасан, кĕçех тыр-пула пуçтарса пĕтеретпĕр".
 
П. АЛЕКСЕЕВ.


26 августа 2006
00:00
Поделиться