Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕтĕмлетỹ тунă

о Ял хуçалăх çыравĕ
 
Пĕтĕмлетỹ тунă
 
Июлĕн 1-25-мĕш кунĕсенче ял хуçалăх çыравĕ иртнĕ пирки пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çак ĕçе туса ирттерме районта 73 çыравçă, 12 инструктор, 2 координатор хутшăнчĕç. Çырав çакна кăтартса пачĕ: районта 41 ял хуçалăх предприятийĕ (кунта панкрута тухнисем те кĕреççĕ), 129 хресчен (фермер), ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен уйрăм предприниматель, 11 сад тата пахча çимĕç туса илекен 1 пĕрлешỹ, хушма хуçалăхлă 17 предприятипе организаци, уйрăм çынсен 11059 хуçалăхĕ. Урăхла каласан, çырав ял хуçалăх продукцийĕ кăларакансене пурне те шута илме май туса пачĕ.
Çырава ирттерекенсене ял инфраструктурипе пур ыйту та кăсăклантарчĕ. Кун шутне çулсем мĕнле шайра пулни те, электричествăпа ăшă паракан шыв трассисем, газпа, телефон çыхăнăвĕпе епле тивĕçтерни те кĕнĕ. Пухнă информаци патшалăхăн аграри политикине тĕрĕс йĕркелеме пулăшĕ.
 
Т. ПЕТРОВА,
Чăвашстатăн Вăрмар
районĕнчи тĕп специалисчĕ.


26 августа 2006
00:00
Поделиться