Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен пухăвĕн ларăвĕ

о Вырăнти хăй тытăмлăх
 
Район депутачĕсен
пухăвĕн ларăвĕ
 
Район администрацийĕнче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче 6 ыйту пăхса тухнă. "Вăрмар районĕн 2007-2010 çулсенчи малашлăх финанс планĕ", "2006 çулхи пĕрремĕш çур çулта район бюджетне пурнăçлани", "2006 çулхи пĕрремĕш çур çулта резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ тăкаклани" ыйтусемпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕн заместителĕ А.Енькова тухса калаçнă. Çавăн пекех Вăрмар районĕ çинче тăракан çĕр участокĕсене арендăна памалли йĕркене, 2006 çулта Вăрмар районĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилессипе тунă малашлăх планне улшăнусем, хушусем кĕртессине пăхса тухнă.
 
З. ПАВЛОВА.


26 августа 2006
00:00
Поделиться