Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕп вырăнта -çурт-йĕр тăвасси

о Вырăнти хăй тытăмлăх
 
Тĕп вырăнта -
çурт-йĕр тăвасси
 
Район пуçлăхĕн заместителĕ О.Васильев йăлана кĕнĕ тунтикун ирттернĕ планеркăна райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем, федераллă тата республика шайĕнчи патшалăх тытăмĕн органĕсен руководителĕсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах О.Васильев Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров ертсе пынине Чăваш Республикинче пысăк пĕлтерĕшлĕ "Туянма май пур тата хăтлă пурăнмалли çурт-йĕр - Раççей гражданĕсене" наци проектне пурнăçлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн анлă ларăвĕ иртни çинчен каласа кăтартрĕ. Ку енĕпе пирĕн районта ĕçе лайăхлатмалли, пурăнмалли çурт-йĕр строительствине çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтермеллине палăртрĕ.
Район администрацийĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яланхи комиссисен ларăвĕсене чĕнсен те килменни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ. Çавăнпа дисциплинăна çирĕплетмелли пирки каларĕ. Шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесе çитерес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса иртерни çинчен каласа пачĕ.
Райадминистрацин строительство пайĕн начальникĕ Н.Яковлев тата "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учреждени директорĕ В.Иванов пурăнмалли çурт-йĕрсемпе хутса ăшăтмалли котельнăйсене, ăшă паракан трассăна хĕле хатĕрлес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен чарăнса тăчĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ.



26 августа 2006
00:00
Поделиться