Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Олимп чемпионĕн - юбилей

о Санăн çыннусем, район
Олимп чемпионĕн - юбилей
 
1968 çулхи сентябрь уйăхĕ халĕ те асрах-ха. Инçетри Мексика çĕр-шывĕнчи Мехико хулинче пулса иртнĕ XIX Олимп вăййисем спорта юратакансен асĕнче нумайлăха юлчĕç.
Совет çыннисем, уйрăмах пирĕн районти ĕççыннисем, Олимп вăййисем пынă вăхăтра Америка континентĕнчен телевизорпа паракан передачăсене тимлесе пăхрĕç. Çапла пулмасăр. Мехикăри Олимпиадăна пирĕн районти Пинер ялĕнче çуралса ỹснĕ Валериан Соколов боксер та хутшăннă-çке-ха. Вăл рингра мĕнле кĕрешни кашнинех хумхантарчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Пинерсем Олимп вăййисем пынă вăхăтра ун патне кĕрешỹре çĕнтерме ырлăх-сывлăх сунса саламлă телеграмма та ячĕç. Валериан ял-йышсен шанчăкне çухатмарĕ. Унтан çĕнтерỹпе таврăнчĕ.
XIX Олимп вăййисен чемпионне тăван яла килессе тахçанах кĕтнĕ. Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Пинер халăхĕ ăна ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çак ятпа ялти клубра тĕл пулу каçĕ ирттерчĕ. Олимп паттăрне курма Пинерсем кăна мар, кỹршĕ ялсенчен - Вăтакасран, Малтикасран, Çĕнĕ Кинчертен те килнĕ.
Боксер перчеткин рыцарĕ клуба пухăннисене Олимп вăййисем мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ.
Соколов ылтăн медальшĕн кĕрешме ринга октябрĕн 26-мĕшĕнче тухрĕ. "Чи телейлĕ шăматкун", - тенĕ вăл, чемпион ятне çĕнсе илнĕ çав куна.
Чи паттăррисене медальсем пама тытăнсан, Хисеп пьедесталĕ çине Валериан Соколов хăпарнă. Çапла вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн 22 çулхи студенчĕ ылтăн медале тивĕçнĕ, 54 килограмлă виçере пурне те çĕнтернĕ.
- Шупашкарти бокса юратакансем, эсир Шупашкар боксерне куратăр-и? - Океан леш енчи çĕр-шывран савăнăçлă пĕлтернĕ репортер.
Соколов çĕнтерĕвне хисеплесе, Мехикăри стадионта Совет Союзĕн Гимнĕ янăранă, çĕр-шыв ялавĕ мăнаçлăн çỹлелле çĕкленнĕ.
Пултаруллă спортсмена район хаçачĕн редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулма хăнана чĕнтĕмĕр. Вăл хаваспах килĕшрĕ. КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе А.Борцовпа пирĕн пата килсе те çитрĕ, Олимп вăййисем мĕнле иртни çинчен каласа кăтартрĕ.
Тăван киле, района Валериан Сергеевич килсех çỹретчĕ.
1991 çулхи август уйăхĕнче Валериан Соколов боксер 45 çул тултарнине халалласа районти Спорт çуртĕнче спорт фестивалĕ иртрĕ. СССРти чи пултаруллă профессионал-боксерсем килнĕ кунта.
Ăмăртусем пуçланас умĕн çамрăк боксерсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Ăмăрту судйи, тĕнче класлă спорт мастерĕ, темиçе хутчен Европа чемпионĕ пулнă, тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ Валерий Лаптев боксер пирĕн çамрăк боксерсен ăсталăхне тивĕçлĕ хакларĕ, асăнмалăх сувенирсем пачĕ.
Сăмах Валериан Соколов илчĕ.
- Мана çакăн пек хисеплесе пысăк чыс тунăшăн эпĕ район руководителĕсене, спорта юратакансене тав тума тивĕç. Пирĕн районта физкультурăпа спорт яланах çỹлти вырăнта пулччăр, - терĕ вăл.
СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Г.Герасимов (вăл Соколовăн тренерĕ) хамăр ентешĕн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Пирĕн чапа тухнă ентеш хăйне халалласа Шупашкарта ирттерекен ăмăртусене те судья пулса тăтăшах хутшăнать, Мускавран килсе çỹрет.
Ентеше хисеплесе Шупашкарти спорт шкулне тата тĕп хулари пĕр урама ун ятне панă. Октябрь уйăхĕнче Шупашкарта ун ячĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир иртмелле.
Кăçалхи августăн 30-мĕшĕнче Валериан Сергеевич Соколов 60 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе саламланă май эпир ăна районпа тытакан çыхăнăва лайăхлатса пыма, ỹсекен çамрăк ăрăва физкультурăпа спорта юратма воспитани парас енĕпе ырлăх-сывлăх сунатпăр.
 
А. ХОВАНСКИЙ,
Раççей Журналисчĕсен
союзĕн членĕ.


01 сентября 2006
00:00
Поделиться