Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкулсене - "кăвак çулăм" ăшши

о Инфраструктура

Шкулсене - "кăвак çулăм" ăшши

РФ Президенчĕ В.В. Путин палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ "Вĕрентỹ" наци проектне райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ тĕллевлĕ пурнăçлать. 2006-2007 вĕренỹ çулĕсене районти шкулсем 100 проценчĕпех хатĕр. Районти вĕрентỹ учрежденийĕсене "кăвак çулăм" кĕртес ĕç те пысăк хăвăртлăхпа пырать. Аслă Чак, Тикаш, Шăхаль шкулĕсене çут çанталăк ырлăхĕ кĕртме палăртнă. Çитес вăхăтра Кĕлкешри вăтам шкул вара çут çанталăк газĕпе усă курма пуçлĕ. Ку енĕпе "Урмарыгазстрой" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем кунта пысăк ĕçсем пурнăçланă. Газ кĕртме котельнăя хута янă, оборудовани вырнаçтарнă.

З. ПАВЛОВА.



01 сентября 2006
00:00
Поделиться