Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Учительсен августри канашлăвĕ

о Вĕрентỹ
Учительсен августри канашлăвĕ
 
"Вĕрентỹ" приоритетлă наци проектне пурнăçласа пырасси тата вĕрентỹ системине çĕнĕлĕхсем кĕртесси" темăпа Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану центрĕнче районти вĕрентỹ системинче вăй хуракансемпе иртнĕ августри канашлăва Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Шайнога, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕ В.Кириллов, "АККонд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ М.Иванов хутшăннă, вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе саламланă. Ĕçре палăрнă пултаруллă та талантлă учительсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, район администрацийĕн, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
 
З. ПАВЛОВА.


01 сентября 2006
00:00
Поделиться