Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников нефтяной и газовой промышленности
Нефтьпе газ промышленнăçĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Нефтьпе газ промышленнăçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Эсир ỹлĕмрен те пĕтĕм пултарулăхăра, вăй-халăра шеллемесĕр ĕçлессе, экономикăна вăйлатма пулăшасса шансах тăрас килет.
Малашлăхра сире пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем, çемьере телей сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов