Поздравление администрации Урмарского района с Днем дошкольного работника
Районти ача-пăча сачĕсен хисеплĕ те хаклă
ĕçенĕсемпе ветеранĕсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Шкул çулне çитмен учрежденин ĕçченĕн кунĕпе ăшшăн саламлать.
Çак ырă та çăмăл мар ĕçре тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн сире чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, пысăк телей, ăнăçу, çитĕнỹсем тума сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов