Поздравление администрации Урмарского района с Международным днем туризма
Туризма кăмăллакан хисеплĕ çынсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире Пĕтĕм тĕнчери туризм кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлать.
Туризм культурăпа шухăш-кăмăла, социаллă аталанăва ỹстерес енĕпе тачă çыхăннă. Пирĕн районта юлашки вăхăтра спорт туризмĕ аталанса вăй илсех пырать.
Хаклă çыннăмăрсем! Сире çирĕп сывлăх, телей, енчен те çула тухнă пулсан, сенкер тỹпеллĕ, хĕвеллĕ çанталăк, ăнăçу сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов