Поздравление администрации Урмарского района с Международным днем музыки
Районти искусство шкулĕн тата унăн филиалĕсенчи, шкулсенчи хисеплĕ музыка преподавателĕсем, культура çурчĕсен ĕçченĕсем, ветерансем, вĕренекенсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери юрă-кĕвĕ кунĕпе ăшшăн саламлать.
Юрă-кĕвĕ - халăх чунĕ, искусствăн уйрăлми пайĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Сире пурне те ырă ĕçсемшĕн тав тăватпăр, малашлăхра çирĕп сывлăх, телей, пултарулăхра ăнăçу, çитĕнỹсем сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов