Поздравление администрации Урмарского района с Международным днем пожилых людей
Хисеплĕ те хаклă ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, ватă çынсем, асаннесемпе асаттесем, кукамайсемпе кукаçисем!
Вăрмар район администрацийĕ сире уявпа - Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн ăраскалĕ. Кашни ватă çыннăн хăйĕн ватлăхĕ.
Сирĕн пурнăçăрта тем тĕрлĕ кунсем те пулнă. Анчах эсир нихăçан та пуçа усман.
Йывăрлăхсене чăтса ирттернĕшĕн, хăвăра шеллеменшĕн, пĕтĕм вăй-хала парса пуласлăхшăн тăрăшнăшăн сирĕн умăрта пуç таятпăр, канлĕ ватлăх сунатпăр. Сывлăху çирĕп пултăр сирĕн, ачасенчен, мăнуксенчен ырă кăна курăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов