Поздравление администрации Урмарского района со Всемирным днем врача
Сывлăх хуралĕн хисеплĕ те хаклă ĕçченĕсем, ветеранĕсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире Пĕтĕм тĕнчери тухтăр кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Эсир хăвăра шанса панă тивĕçе чун-чĕре хавалĕпе пурнăçлатăр. Чирлĕ çынсен хуйхи-нушине çăмăллатассипе, канăç паман чир-чĕртен вăхăтра сыватассипе эсир вăй-хала шеллеместĕр. Çакăншăн сире пуç тайса тав тăватпăр.
Малашнехи пурнăçра пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов