Поздравление администрации Урмарского района с Днем учителя
Хисеплĕ учительсем, вĕрентỹ системин ĕçченĕсем,педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Учитель кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Аслă педагогăмăр тата вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев халалĕсене пурнăçласа, эсир ачасене тата çамрăксене пĕлỹ панисĕр пуçне çынлăха хăнăхтаратăр, вĕсене кăмăл-сипете, саккуна хисеплеме вĕрентетĕр. Халăх сире çитĕнсе пыракан ăру умĕнчи тивĕçĕре манманшăн юратать.
Сире пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов