Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников ГИБДД

Районти Шалти ĕçсен пайĕн Патшалăхăн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшакан инспекцийĕн уйрăмĕн хисеплĕ сотрудникĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Патшалăхăн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшакан инспекцийĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
        Çак служба хăйне туса хунă тата вăл ỹссе аталаннă вăхăтра вăрăм та çăмăл мар çулпа утса тухнă. Пурнăç сотрудниксем преступленипе кĕрешес, йĕркелĕхе çирĕплетес, халăхăн тата патшалăхăн интересĕсене хỹтĕлес енĕпе чи йывăр задачăсене татса пама пултарнине тĕрĕслерĕ.
        Эсир аслă юлташсен ырă йăлисене малалла тăсасса, пирĕн çынсен прависене тата саккунлă интересĕсене хỹтĕлес енĕпе хăвăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласса шанатпăр.
         Малашлăхра сире çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу тата çитĕнỹсем сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                       В.Н. Кириллов



05 октября 2006
00:00
Поделиться