Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников дорожного хозяйства
Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Çул-йĕр хуçалăхĕ район экономикине аталантарас ĕçре чи пĕлтерĕшлĕ сыпăксенчен пĕри шутланать.
Эсир паянхи хăвăр умра тăракан тĕллевсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласса, çул-йĕр ĕçченĕсен ырă йăлисене сыхласа хăварасса тата аталантарасса шансах тăратпăр.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов