Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксен бригадинче

о Президент Указне - пурнăçа

Çамрăксен бригадинче

Вăрмарти çĕвĕ фабрикинчи çамрăксенчен йĕркеленĕ 5-мĕш бригада ăнăçлă ĕçлет. Хальхи вăхăтра Мускаври пĕр фирма заказ панă "Иней" ĕç тумĕ çĕлессипе тăрăшса вăй хураççĕ. И.Чернова, О.Григорьева, Т.Иванова, А.Николаева, Н.Степанова, Т.Пуговкина пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ, изделисене вăхăтра тата пахалăхлă çĕлеççĕ. Çавăн пекех Н.Савинова, Т.Филиппова, М.Моисеева, Т.Васильева та плана вăхăтра тултарса пыраççĕ. М.Лебедева мастер вара вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Хальхи вăхăтра кунта 20 ытла çамрăк тăрăшать.

"Çамрăксенче - вăй. Малашне хĕр-упраçсен йышĕ ỹссе пырса, производство пысăк хăвăртлăхпа аталанасса шанас килет. Пирĕн ĕçе юратакансем, кăмăллакансем валли алăксем яланах уçă. Эпир вĕсене кĕске вăхăтра пахалăхлă изделисем çĕлеме вĕрентетпĕр, çавна май укçа-тенкĕ ытларах ĕçлесе илме майсем туса паратпăр", - тет С.Белоусова директор.

Эппин çамрăксен çĕвĕçсен ретне кĕме вăхăт.

З. ПАВЛОВА.



18 октября 2006
00:00
Поделиться