Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи шанчăклисене, тивĕçлисене

о Суйлав

Чи шанчăклисене, тивĕçлисене

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ Тикаш ял тăрăхĕнче пысăк активлăхпа иртрĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ политикăлла мероприятие кашни суйлавçă мĕн пур яваплăха туйса хутшăнчĕ. Ара, суйлав мĕнле шайра иртнинчен сахал мар килет-çке районăн, ял тăрăхĕсен аталанăвĕ.

Районĕпе илес пулсан, суйлавçăсен 70,5 проценчĕ Шупашкарти "Акконд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕшĕн тата 66,9 проценчĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партишĕн сасăларĕç пулсан, пирĕн ял тăрăхĕпе ку кăтартусем татах та пысăкрах. Сăмахран, Çĕнвĕренерсем В.Ивановшăн - 92,9, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партишĕн 92 процент чухлĕ сасăларĕç. Хĕрлĕçырсем те хăйсен сассисене В.Ивановшăн - 92,4, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партишĕн 87,9 процент пачĕç.

Çапла вара суйлавра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти çĕнтерчĕ. Ку вара ун умне татах та пысăкрах яваплăх кăларса тăратать.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указ кăларчĕ. Указа пурнăçласа Çĕнĕ Вĕренере кĕрекен çула асфальт сарма пуçланă. Вăхăта нумая тăсмасăр ăна туса пĕтерĕç.

Çывăх вăхăтрах Тикаш ялĕн айккипе Хĕрлĕçыра каякан асфальтлă çул тумалла. Икĕ çул хушшинче ăна та туса пĕтерессе шанатпăр.

Ялсен социаллă аталанăвĕн программине пурнăçласа тумалли ĕçсем татах та нумай-ха.

Суйлав кампанине активлă хутшăнни тата суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлама пултаракан ятлă-сумлă çынсене депутата суйлани пире умра тăракан тĕллевсене пурнăçа ăнăçлă кĕртес енĕпе пысăк шанчăк çуратать.

В. ЧЕРКАСОВ,
Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.



18 октября 2006
00:00
Поделиться