Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тухăç тăрăшмасăр пулмасть

о Ял хуçалăхĕ

Тухăç тăрăшмасăр пулмасть

"Возрождение" сăмаха чăвашла куçарсан çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнине пĕлтерет. Г.Ямуков хăйĕн фермер хуçалăхне ахальтен çак ята паман ĕнтĕ. Ара хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ сăлтава пула пушă выртнă çĕр лаптăкĕсем çинче вăл тĕрлĕ ял хуçалăх культури çитĕнтерет. Иртнĕ кунсенче "Возрождение" фермер хуçалăхĕнче кишĕр кăларчĕç. Николай Тимофеевич, вăл Геннадий Николаевичăн ашшĕ (эпир пынă вăхăтра хуçалăх ертỹçи туса илнĕ çĕр улмие вырнаçтарма урăх хулана кайнă), кăларакан кишĕр тухăçлăхĕ гектартан 300 центнертан кая мар тухнине палăртрĕ. Кунта Кĕлкеш, Анаткас, Чĕкету, Тупах çыннисем асăннă тымар çимĕçе пуçтарчĕç. Пухнă кишĕре ятарласа тунă склада хураççĕ. Уйра виçĕ трактор - пĕри çитĕннĕ пахча çимĕçе кăларчĕ, иккĕмĕшĕпе пухнă кĕр çимĕçне склада турттарчĕç. Çак ĕçре М.Иванов, Ю.Власов, С.Иванов тăрăшулăх кăтартрĕç.

Сергей Иванов çинчен уйрăм сăмах - вăл çак лаптăкри кишĕре хăйех акнă, чĕрнĕ, халĕ кăларать. Тухăç, пуçланă ĕçе вĕçне çитиччен пĕр çын тунăран та килет.

В. ТОЛМАТОВ.



18 октября 2006
00:00
Поделиться