Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кулленхи çивĕч ыйтусемпе

о Министерство кунĕ

Кулленхи çивĕч ыйтусемпе

Районта иртнĕ Министерство кунне Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Шайнога, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕсем: О.Васильев, Ю.Соколов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем хутшăннă.

Район администрацин ларусен залне пухăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, райадминистрацин специалисчĕсемпе ирттернĕ ларура пурĕ 9 ыйту пăхса тухнă. 2006 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне депутатсем суйланин итогĕсемпе райадминистрацин организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тухса калаçнă. Вăл пирĕн районта суйлав активлă иртни, чылайăшĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партишĕн сасăсем пани, уйрăмах Тикаш ял тăрăхĕпе (пуçлăхĕ В.Черкасов) ку кăтартусем татах та пысăкрах пулни çинчен палăртрĕ.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Шайнога çĕре чикĕлемелли тата объектсене инвентаризацилемелли çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă саккунсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.

Профилактика Канашĕн тĕп задачисенчен пĕри - çул çитмен ачасем, çитĕннĕ çынсем, ăнăçсăр çемьесем право йĕркине пăсассине асăрхаттарасси. Çак ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ.

Шел пулин те, пирĕн районта ăнăçсăр çемьесем те пур. Ю.Соколов пĕлтернĕ тăрăх Кĕлкеш, Кĕтеснер, Шăхаль, Тикаш,Чулкас ял тăрăхĕсенче çакăн пек çемьесене курма пулать. Вĕсенчи ашшĕ-амăшĕсем эрех серепине путнă. Нуша-терт куракансем вара - вĕсен çул çитмен ачисем. Чылай чухне çак ачасен выçă пурăнма, сивĕ çĕрте ларма тивет. "Пурăнма условисем çукки пиркиех вĕсем час-часах уроксене сиктереççĕ е вуçех те килеймеççĕ. Ачасем çакăн пек лару-тăрăва кĕрсе ан ỹкчĕр тесе эпир çак ăнăçсăр çемьесене тупса палăртма тăрăшатпăр, вырăна çитсе унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашатпăр. Май пур таран çак ачасене реабилитаци центрне вырнаçтаратпăр. Ку ĕçе профилактика Канашĕпе пĕрлех ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен, обществăлла воспитательсен тата ытти яваплă çынсен тăрăшни те кирлĕ", - терĕ Ю.Соколов. Çамрăк ăрăва ырă-сывă çитĕнтерес, воспитани парас тĕллевпе йышăннă "Чăваш Ен ачисем" республика программине пирĕн районта тĕллевлĕ пурнăçласа пыраççĕ. Çавна май районта тĕрлĕ спорт вăййисем республика, Раççей шайĕнче те сахал мар иртеççĕ, тĕрлĕ конкурссем йĕркелеççĕ тата ытти те. Палăртма кăмăллă: кăçал çул çитмен ачасем преступлени тăвасси чакнă. Кăçал 8 преступлени тупса палăртнă, иртнĕ çул вăл çак тапхăрта 24 пулнă.

Министерство кунĕнче коммуналлă пулăшушăн субсиди парассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Унсăр пуçне çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатрĕç. Çамрăк çемьесене ипотека кредичĕ парассипе активлăрах ĕçлемелли, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çамрăк çемьесене тимлĕх уйăрмалли, вĕсене тупса палăртса ипотека кредичĕ илме майсем туса памалли çинчен палăртрĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов.

"Ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцие вырнаçтарма хальхи вăхăтра çăмăлах мар. Сутсан та чылай чухне йỹнĕ хакпа каять. Тĕрĕссипе каласан хăйхаклăхĕнчен те йỹнерех ларать. Çавна май продукци сутассине йĕркелеме кооперативсем уçмалла. Çакă вара продукцие хăйхаклăхĕнчен чакарма памĕ", - пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров. Министерство кунĕнче тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

З. ПАВЛОВА.



21 октября 2006
00:00
Поделиться