Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăк пахалăхпа

о Предпринимательлĕх

Пысăк пахалăхпа

"Ĕçрен хăраман ăста пулнă", - тенĕ ватăсем мĕн ĕлĕкрен. Çыннăн ĕç пулсан унăн пурнăçĕ те тулăх, çемйи те хăтлă. Юлашки çулсенче предпринимательлĕх аталанса, вăй илсе пыни куç кĕрет. Вĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Сăмахран, кам суту-илỹпе, тепри пĕр-пĕр тавар туса кăларассипе, виççĕмĕшĕ тĕрлĕ тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кỹрессипе çанă тавăрса вăй хурать. Акă районти тырă йышăнакан пунктра (элеваторта) вырнаçнă çăм тапакан цехах илер. Иртнĕ çул уçăлнă вăл. Çак цеха уçнă В.Григорьев предприниматель халăха кирлĕ ĕç тăвать тесен те йăнăш пулмасть. Хальхи вăхăтра кунта çăм таптарма ăçтан кăна килмеççĕ пулĕ! Хамăр районтисемсĕр пуçне, кỹршĕллĕ Тăвай районĕнчен те халăх йышлă килет кунта. "Кунне 30 çын ытла йышăнатпăр. Пахалăхĕ тĕлĕшĕнчен те клиент ыйтăвĕсене туллин тивĕçтеретпĕр", - тет В.Григорьев. Пĕр шутласан аякка кайса нушаланса, укçа-тенкĕ тăкакласа çỹремесĕр, вырăнтах çакăн пек цех пурри халăхшăн лайăх паллах. Çăмне таптарма 1 килограмне 20 тенкĕ илеççĕ, ку та хаклах мар тесе калас килет. Районти тырă йышăнакан пункт (элеватор) директорĕ В.Александров халăх ыйтăвне тивĕçтерекен цех уçма пулăшнăшăн лайăххипе кăна палăртмалла. Эппин, ку ырă пуçару малалла аталанасса шанас килет.

З. ПАВЛОВА.



21 октября 2006
00:00
Поделиться