Çăмăл атлетсен кĕркуннехи кроссĕ
о Сывă пурнăç йĕркишĕн
Акă районти Спорт çурчĕ умне спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăва хутшăннисене савăнăçлă лару-тăрура райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Краснов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен директорĕсем - С.Никитинпа С.Архипов тата ыттисем саламларĕç.
Чăваш Республикин патшалăх Ялавне çĕклеме иртнĕ сезонта çĕнтернĕ спортсменсем тивĕçрĕç.
Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Кашни ушкăнрах çивĕч иртрĕç вĕсем.
1995-1996 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем 500 метра чупса тупăшрĕç.
Пĕрремĕш вырăна М.Васильевапа (Энĕшпуç) А.Кириллов (Чупай) тухрĕç.
1993-1994 çулта çуралнисем 1000 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Л.Алексеевапа В.Теплов (иккĕшĕ те Чупайĕнчен) çĕнтерчĕç.
1991-1992 çулта çуралнă вĕренекенсем хушшинче каллех Чупай спортсменĕсем палăрчĕç. 1000 метрлă дистанцие Л.Никифорова, 2000 метра М.Петров чи малтан вĕçлерĕç.
1989-1990 çулсенче çуралнисем 2000 тата 3000 метрсене чупса тупăшрĕç. Чи пултаруллисем вара О.Кудряшовапа (Энĕшпуç) С.Иванов (Чупай) пулчĕç.
Шкулсен командисенчен пĕрремĕш вырăна - Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул, иккĕмĕшне - Урнарсем, виççĕмĕшне Энĕшпуçсемпе Мăнçырмасем йышăнчĕç.
Çитĕнсе çитнисем хушшинче те ăмăртусем интереслĕ иртрĕç.
Хĕрарăмсем - 500, арçынсем 1000 метра чупрĕç.
18-29 çулхисенчен А.Иванова (Энĕшпуç ял тăрăхĕ) çĕнтерчĕ.
30-39 çулхисем хушшинче малти вырăна Н.Михайлова (Мăнçырма) тухрĕ.
40-49, 50-59 çулхисенчен С.Егорова (Чупай) тата В.Антипова (Кĕлкеш) çăмăллăнах пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.
20-29 çулхи арçынсенчен С.Антонов (Вăрмар хула тăрăхĕ), 30-39 çулхисенчен В.Кируш (Чупай), 40-49 çулхисенчен О.Мефодьев (Тикаш), 50-59 çулхисенчен Э.Антонов (Арапуç), 60-69 çулхисенчен К.Иванов (Кивĕ Вăрмар) çĕнтерчĕç.
Çитĕнсе çитнисем хушшинче малти вырăна Чупай ял тăрăхĕн команди тухрĕ.
Мала тухнă спортсменсене грамотăсемпе наградăланă тата укçан парса хавхалантарнă.