Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Алкоголь - сывлăх тăшманĕ

Алкоголь - сывлăх тăшманĕ

Алкоголизм - чир. Унпа чирлĕ çыннăн шухăшĕнче те эрех тупса ĕçесчĕ тени малта тăрать. Çавăнпа та алкоголизмпа чирлекен ялан ĕçмелли сăлтавсем шырать. Ача çуралнă-и, çын вилнĕ-и, сысна пуснă-и е хăна килнĕ, уншăн пур-пĕрех - хăйне ỹсĕр шая çитересси. Ĕçмелли тупаймасан унăн чунĕнче тăнăçлăх пĕтет, вăл канăçсăрланать, хăйне "темскер çитменнине туять". Ушкăнра калаçу ĕçкĕ пирки пырать пулсан, чирлĕ çын ăна хастар хутшăнать, унăн куçĕсенче чĕрĕлĕх куратăн. Çапла эрехе юратакансен ушкăнĕ йĕркеленет, вĕсене ĕçес шухăш пĕрлештерсе тăрать. Çав ушкăнра вĕсем хăйсене хăтлă туяççĕ.

Ĕçекенсем ĕçменнисем çине те витĕм кỹреççĕ, юлашкисене хăйсен ретне явăçтарма тăрăшаççĕ. Çакă уйрăмах çамрăксемшĕн хăрушă, мĕншĕн тесен вĕсем ăс-тăнран çирĕпленсех çитеймен, "вут-çулăм витĕр тухнă" çынсене тĕслĕхе хываççĕ, "вĕсем пек пулма" васкаççĕ.

Çын эрехпе иртĕхесси тĕрлĕрен пулать. Пĕрисен организмĕ ăна хăвăрт хăнăхать, теприсен - йышăнмасть. Ĕç хыççăн (тепĕр чух ĕç вăхăтĕнчех) темиçен пухăнса (е коллективпа) уявсемпе çуралнă кунсене эрехпе палăртасси йăлана кĕрсе пырать. Ĕçес кăмăллă çын малтанлăха хăй тавра çавнашкаллисене пухма тăрăшать.

Халăхра çакăн пек ăслă каларăш пур: "Ашшĕ ывăлне эрех ĕçнĕшĕн хĕнемен, мухмăр чĕртнĕшĕн хĕненĕ". Мухмăр тени ку тĕслĕхре çыннăн ĕçке ерес хăрушлăх пурри. Эппин унăн ĕçкĕçе тухас, ытларах та ытларах çав лачакана путас хăрушлăхран сыхланмалла.

В. СЕМЕНОВ,
район больницин наркологĕ.


25 октября 2006
00:00
Поделиться