Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Нивăна" - çĕнĕ оборудовани

о Инноваци

"Нивăна" - çĕнĕ оборудовани

Чăваш Енĕн 2010 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕпе палăртнă çул-йĕрсене райпо коллективĕ пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пырать. Çулсерен пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те ĕçлет.

"Туянакана пахалăхлă таварпа тивĕçтересси пирĕншĕн тĕп задачăсенчен пĕри. XXI-мĕш ĕмĕр - çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕ. Çавна шута илсе эпир райпон "Нива" тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем цехсене çĕнĕ оборудованипе пуянлатма тăрăшатпăр", - тет В.Дудкин директор.

Акă нумаях пулмасть пылак шыв кăларакан цех валли вĕсем полиэтилен кĕленчисене пылак шыв тултаракан тата хатĕр продукцине полиэтиленпа чĕркекен оборудование туяннă.

А.Семенова, Г.Иванова, Л.Александрова, И.Александрова, Л.Александрова, Н.Григорьева рабочисем хальхи вăхăтра ĕç процесĕ чылай çăмăлланнине пĕлтерчĕç. Пахалăх тĕлĕшĕнчен илес пулсан, продукци туса кăларасси те лайăхланнă. Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Пурĕ 69607 декалитр пылак шыв туса кăларнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 119,8Џ. Плана 115,1Џ пурнăçланă. Унсăр пуçне кондитер изделийĕсем - 63, кăлпасси 13 тонна туса кăларнă, 4,6 тонна пулă тăварланă. Халĕ кĕске вăхăтра, унчченхипе танлаштарсан, пылак шыва нумайрах та кăларма май пур, çуллахи шăрăх çанталăкра та ку енĕпе чăрмавсем пулмĕç.

Кăçал райпо пурĕ 1 миллион та 300 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Вĕсенчен 300 пин тенкине район бюджетĕнчен çăмăллăхлă кредит илсе "Нива" тулли мар яваплă обществăна оборудовани валли уйăрнă.

З. ПАВЛОВА.



25 октября 2006
00:00
Поделиться