Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн

Велокросс енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн пирĕн районта ирттернĕ улттăмĕш тапхăрти уçă чемпионата Пермь крайĕнчи Березники, Пермь хулисенчен, Удмурт Республикинчен виçĕ команда, Калининград, Ленинград облаçĕнчи Сосновый Бор, Тутарстанри Зеленодольск, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Патăрьел, Муркаш тата пирĕн район спортсменĕсем пурĕ 11 команда хутшăнчĕç. Çакă та интереслĕ: ăмăртăва хутшăнма Германи çĕр-шывĕнчи Берлин хулинчен Борис Айхлерпа Кочин Василий та килсе çитнĕ.

Ăмăртусем пуçланнă ятпа Вăрмар поселокĕнчи Ленин площадĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Акă, спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи, Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район пуçлăхне В.Кириллова рапорт парать.

- Раççей Кубокĕшĕн ирттерекен ăмăртусене Вăрмар çĕрĕ çинче йĕркелени пирĕншĕн пысăк чыс. Эпир сире хапăл туса йышăнатпăр. Пурне те ăнăçусем сунатпăр, - тет Вячеслав Николаевич.

Ăмăртăва хутшăннисене ăнăçлăхсем сунса çавăн пекех ЧР велосипед федерацийĕн президенчĕ А.Филиппов саламларĕ.

Район пуçлăхне В.Кириллова тата ыттисене çăкăр-тăварпа сăйлаççĕ.

Ăмăрту ялавне хăпартма пултаруллă спортсменсене, спорт мастерĕсене Е.Крыловпа В.Андреевана чĕнеççĕ.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăраççĕ.

С.Архипов тĕп судья ăмăрту йĕркипе паллаштарать.

Спорт уявĕн савăнăçлă пайĕ вĕçленет. Спортсменсем ăмăрту ирттерекен вырăна - Ара юхан-шывĕн хĕррине çул тытаççĕ.

Велосипедистсем чупмалли трасса пĕрре те çăмăл мар. Анаталла-тăвалла вырăнсемпе чупмалла, темиçе çаврăм тумалла. Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех спортсменсемшĕн пулчĕ: тỹлек, вăхăтăн-вăхăтăн хĕвел курăнса велосипедистсене сывлăх суннăн туйăнать.

Акă, старта тухма арçынсемпе юниорсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Вĕсем вара йышлă: арçынсем 20, юниорсем - 25. Темиçе çаврăм тумалла.

- Марш! - илтĕнсе каять команда. Арçынсем малалла тухса вирхĕнеççĕ. Вĕсен 1 сехет чупмалла. Кăштах вăхăт иртсен юниорсем те малалла ыткăнаççĕ, 45 минут чупмалла.

- Килет, килет, - савăнса пĕлтереççĕ куракансем. Часах финиша Ижевск спортсменĕ М.Гоголев спорт мастерĕ килсе çитет, пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Юниорсем хушшинче пирĕн ентеш, Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ А.Саминов ЊÇĕнĕ ШулханЌ çĕнтерỹçĕ пулса тăрать. Спорт мастерĕн кандидачĕ А.Кохнуров виççĕмĕш вырăна тухать. Вăл та Шупашкарта вĕренет.

Хĕрачасен хушшинче В.Андреева спорт мастерĕн пултарулăхне уйрăмах палăртмалла: кăçал вăл аслă ушкăнри хĕрачасемпе чупма пуçларĕ. Ку хутĕнче те хăйĕн тантăшĕсене çăмăллăнах çĕнтерме пултарчĕ. Хисеп пьедесталĕн чи çуллĕ - пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Унăн кăçалхи спортри кăтартăвĕсем уйрăмах савăнтараççĕ. Вăл Çĕнĕ Зеланди çĕр-шывĕнче ирттернĕ Тĕнче тата Италири Европа чемпионачĕсене хутшăнса лайăх результатсем кăтартнă. Чăннипех те пысăк çитĕнỹ.

1993-1994 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен Вăрмар поселокĕнчи М.Семенова пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

1995-1996 çулхи арçын ачасем хушшинче Мăнçырма шкулĕнче вĕренекен М.Андреев виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

Тупăшакансем хушшинче ăмăртусем çивĕч иртрĕç. 130 спортсмен малти вырăнсене çĕнсе илессишĕн хăйсен мĕн пур вăй-халне пачĕç.

Ăмăртусем вĕçленсен çĕнтерỹçĕсене район руководителĕсем, спорт ветеранĕсемпе активисчĕсем саламларĕç, дипломсемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç.

Паллах, ăмăрту ирттерме, çĕнтерỹçĕсене хавхалантарма спонсор пулăшăвĕсĕр пулмасть.

Ку хутĕнче те ăмăртусене хатĕрленсе ирттерме Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче воспитани илнĕ спорт мастерĕ, халĕ Петропавловск-Камчатски хулинче ĕçлесе пурăнакан Э.Иванов, В.Волковпа В.Панфилов предпринимательсем, В.Иванов ЊВăрмар поселокĕЌ, спорт мастерĕ С.Иванов велосипедист тата ыттисем тивĕçлĕ пулăшу панă.

Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем малалла пыраççĕ. Çиччĕмĕш тапхăрти тупăшусем октябрĕн 19-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Октябрĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта 8-мĕш тапхăрти ăмăртусем иртнĕ.

"Октябрĕн 25-26-мĕшĕсенче Ижевск хулинче велокросс енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусем тата чемпионат иртмелле. Çав ăмăртусенче ĕнтĕ Тĕнче тата Европа чемпионачĕсене хутшăнма кандидатсене суйласа илеççĕ. Çав ăмăртусене хутшăнма пирĕн районти Вера Андреевапа Алексей Саминов Њиккĕшĕ те Çĕнĕ Шулхан ялĕнченЌ шанчăк пысăк", - пĕлтерчĕ хăй шухăшне Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов. Апла пулсан эпир те вĕсене ăнăçусем сунатпăр.

А. ХОВАНСКИЙ.



25 октября 2006
00:00
Поделиться