Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

В.Алентей писателе - 87 çул

о "Хĕрлĕ ялав" хаçат юбилейĕ умĕн

В.Алентей писателе - 87 çул

Чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алентей çуралнăранпа 87 çул çитнине халалласа районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕн коллективĕ Кĕтеснер масарĕнчи вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем кайса хучĕ. Район хаçатĕнче редакторта ĕçленĕ ентешĕн творчествăри пултарулăхне тепĕр хут аса илчĕç, унăн ячĕ ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче пуласси çинчен каларĕç.

КĔТЕСНЕР. Кашни çулах Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн вилтăприйĕ çине Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем чĕрĕ чечексем хураççĕ. Акă кăçал та вĕсем кунта пулса çыравçăна халалланă сăвăсем вуларĕç.

Ах, Алентей, Алентей,

Кĕтеснершĕн, эсĕ - чăн та телей"

Ахальтен каламан çак пĕлтерĕшлĕ сăмахсене халăх писателĕ Илпек Микулайĕ.

Чăннипех те мухтанать Кĕтеснер хăйĕн чаплă ывăлĕпе, Чăваш халăх писателĕпе В.С.Алентейпе. Мухтанмалли чăннипех те нумай ентешĕмĕрпе. Вăрçă вутне кĕрсе, хăй куçĕпе курнă, чунĕпе ăнланнă самантсене вулакан чĕрине витермелле çырнишĕн те, хăй пурăннă чухне ял пурнăçне хастар хутшăннăшăн та, хуçалăх çитменлĕхĕсемпе хуйхăрнă, çитĕнĕвĕсемпе савăннăшăн та. Унăн произведенийĕсене вуланă хыççăн, тăван вырăнсене чунтан юратнине ăнланатăн. Василий Алентей сăнарĕсем вулакан чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлаççĕ, хайлавĕсенчи ĕçсем пурнăçа питĕ çывăххипе илĕртеççĕ. Вăхăт иртнĕçем писателĕн ĕçĕн пахалăхне ăнланса туйса тăратăн.

Хаклă ентешĕмĕр пурăннă пулсан октябрĕн 16-мĕшĕнче 87 çул тултармаллаччĕ. Çак кун, кашни çулах ялти библиотекăра тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ. Кăçал та шкул ачисемпе учительсем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Писатель пурнăçĕпе, кун çулĕпе паллашнă хыççăн, Василий Алентей çуралнăранпа 87 çул çитнине халаланă "Пирĕн ентешĕмĕр халăх асĕнче" ятлă кĕнеке куравĕ пулчĕ. Кунта писателĕн кĕнекисемпе пĕрле, пĕлĕшсен аса илĕвĕсене те курса вулама май пулчĕ, фотовыставка та йĕркеленĕ.

Юлашкинчен электронлă презентаци "Василий Алендей. Народный писатель Чувашии" пулса иртрĕ.

Юратнă писателе халалланă, ачасен сăвă йĕркисене вуланă хыççăн, чăннипех те чунра ăшă туйăмсем çуралаççĕ, сỹнмеççĕ-ха Кĕтеснерте Алентей çеçкисем.

С. СКВОРЦОВА,
Кĕтеснер ял библиотекин заведующийĕ.
Л. ЛОМОНОСОВА,
вĕрентекен.



25 октября 2006
00:00
Поделиться