Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача-пăчана - тĕслĕх библиотека

о Инноваци

Ача-пăчана - тĕслĕх библиотека

Районта тĕслĕх библиотекăсем уçасси ырă йăлана кĕчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: районта вĕсем пурĕ 12. Халĕ вара ача-пăчасем валли ятарласа тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Ăна уçма район пуçлăхĕ В.Кириллов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Шупашкарти ача-пăча тата çамрăксен библиотекин методисчĕ Л.Ильина тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Чи малтанах Вăрмарти ача-пăча библиотекин директорĕ Г.Петрушкова килнĕ хăнасене пурне те чаплă уява чĕнчĕ. Тĕслĕх библиотека уçăлнă ятпа шкул ачисемпе библиотекарьсем "Эсĕ кĕнеке юрататăн пулсан" театрализациленĕ представлени ирттерчĕç. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев уява пухăннă ачасене, аслисене саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç, хĕрлĕ хăйăва касрĕç.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов ача-пăча библиотекин директорне Г.Петрушкована компьютер, видео, çĕнĕ электронлă тата пичет изданисен комплектне пама свидетельство парнелерĕ.

Юлашкинчен çакна палăртмалла: ачасемшĕн тĕслĕх библиотека уçăлни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм. Унта кĕнеке панипе çеç çырлахмаççĕ, хаçат-журнал илсе вулама, Интернет урлă харпăр хăйне интереслентерекен материала тупма пулать. Çапла вара тĕслĕх библиотека информаци тупмалли тĕп çăлкуç пулса тăрать.

З. ПАВЛОВА.



28 октября 2006
00:00
Поделиться