Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Табак сиенĕ

о Сывлăх

Табак сиенĕ

Пирус туртнин сиенĕ питĕ пысăк. Анчах пурте ăнланмаççĕ çакна. Халĕ мĕн чухлĕ яш каччăсемпе хĕрсем çамрăклах çак сиенлĕ япалана ĕмме пуçлаççĕ. Пирус туртнин сиенĕ çинчен хаçат-журналсенче çырса е радио-телевиденипе час-часах аса илтереççĕ. Шкулсенче те тăтăшах калаçусем йĕркелеççĕ. Анчах... Усси çав-çавах çук тесен те тĕрĕсех пулĕ.

Час-часах çул çỹренĕ май пĕррехинче пĕр ватăрах хĕрарăмпа калаçма тỹр килчĕ. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл мана.

Вăл, Раиса, мĕн пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Интернатра çитĕннĕ. Унтан хулана вĕренме кайнă. Халиччен пысăк хуласенче пулманскерĕн пуçĕ çаврăнса каять. Мĕн кăна сутмаççĕ пулĕ магазинсенче. Укçу кăна пултăр.

Çапла Раиса майĕпен хула пурнăçне хăнăхса пырать. Пĕрле пĕр пỹлĕмре пурăнакан хĕрсем пурте пирус туртаканскерсем пулнă. Раиса та вĕсенчен туртма вĕренсе каять. Çапла 25 çула çитичченех туртать хĕр. Пĕррехинче вăл пĕр чарăнми юнлă ỹсĕрме пуçлать. Васкавлă пулăшу машини ăна больницăна ăсатать. Хăйĕн чирĕн сăлтавне пĕлсен хĕр макăрсах ярать. Унăн чирĕ ỹпкепе çыхăннă. Тухтăр ăна пирус туртма пăрахса сипленме пуçламалли çинчен каласа кăтартать. Тарăн шухăша каять хĕр çак сăмахсене илтсен. Унăн тата качча кайса çемье çавăрса канлĕ те лăпкă пурнăçпа пурăнас, хăйĕн пулас ачисем ỹснине те курас килет. Хăвăртрах сипленме пуçламасан чир шала кайса вилме те пулать. Чи малтанах çав сиенлĕ курăка туртма пăрахмалла, малашнехи пурнăç çинчен шутламалла. Çапла шутласа чирпе кĕрешме пуçлать. Тухтăрсем тата хăй тăрăшнипе вăл çак чиртен сывалать. Каярахпа качча кайса çемье çавăрать. Паян кунчченех лайăх пурăнаççĕ вĕсем. Çавăн чухне пирус туртма пăрахман пулнă пулсан нумай пурăннă пулĕччĕ-ши вăл çак çут тĕнчере...?

Хĕрсем! Асăрханăр. Çак усал курăкран аякра тăрăр. Эсир пулас аннесем. Сирĕнте малашлăх.

О. НАРСОВА,
ЧПУ студенчĕ.


28 октября 2006
00:00
Поделиться