Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăста педагог

о Юбилей

Ăста педагог

Анна Андреевна Матвеева хăйĕн пĕтĕм пурнăçне, пĕлĕвне, вăй-халне, пултарулăхне, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Тикаш шкулĕнче ачасене лайăх вĕрентсе тĕрĕс воспитани парас ĕçе панă. Вăл 1926 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Тупах ялĕнче нумай ачаллă пысăк çемьере çуралнă. Унăн ашшĕ, Паденьков Андрей Гаврилович, граждан вăрçин кавалерисчĕ В.С.Буденный çарĕнче çапăçнă.

1941 çулта Анна Тупахри 7 çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерет. 1944 çулта Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухать. Çав çулах вăл Тикашри 7 çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классене вĕрентме тытăнать, заочно майпа Канашри педучилищĕне вĕренме кĕрет.

1946 çулта вĕсем Инçет Хĕвелтухăçĕнчен таврăннă Герман Матвеевич Матвеевпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.

Миçе çĕр ача вĕренсе тухса кайман пуль Тикаш шкулĕнчен Анна Андреевна ĕçленĕ вăхăтра. Вăл вĕрентнĕ ачасем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тăрăшаççĕ. Вĕсем хушшинче темле профессиллĕ çынсем те пур. Хăйсене вĕрентнĕ пĕрремĕш учительницăна вĕсем халĕ те манмаççĕ. Çырусем, открыткăсем ярсах тăраççĕ, хăйсем тĕл пулăвĕсенче пĕрле хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл уншăн питĕ савăнать, хăйне хисеплесе асра тытса тăнăшăн ăшшăн тав тăвать.

Анна Андреевна тăван колхоза пулăшас тесе те май пур таран тăрăшнă. Вăл парторганизатор пулса тăтăшах фермăсенче пулнă. "Боевой листоксем" кăларнă, унта ферма ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсемпе паллаштарнă, ăмăртура малта пыракансене палăртса хăварнă, хăй вĕрентекен ачасемпе концертсем кăтартнă. Унти ĕçченсем ăна хисепленĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе пĕрле колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ.

Вăл ĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пырса пултарулăх кăтартнăшăн Тăван çĕр-шывăн тĕрлĕрен наградисене тивĕçлĕ пулнă.

Мăшăрĕпе, Герман Матвеевичпа, 5 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вăл хăйĕн ачисемпе тата мăнукĕсемпе чăннипех те савăнать.

Хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар хуйхă-суйхă, кулянмалли курма тиврĕ пулин те, вĕсене вăл çирĕппĕн чăтса ирттерчĕ. Малалла татах та çутă тĕнче илемĕпе савăнса пурăнма Турри пулăштăрччĕ ăна.

Л. ДАНИЛОВА,
Тикаш шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен.


30 октября 2006
00:00
Поделиться