Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашмарин вулавĕ

о Вĕрентỹ

Ашмарин вулавĕ

Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче "Ашмарин вулавĕ" - наукăпа практика конференциййĕ иртрĕ. Пирĕн те, вĕренỹ институтĕнче пĕлĕве ỹстерме кайнă вĕрентекенсен, çав конференцире пулма тỹр килчĕ. Сăмах май каласан, конференци 2 кун хушши Раççей шайĕнче иртрĕ. Вăл 5 секципе ĕçлерĕ. Эпир: А.Михайлова (Чулкас), И.Иванова (Пысăк Енккасси), З.Дмитриева (Энĕшпуç), Л.Алексеева (Кивĕ Вăрмар), Л.Иванова (Кĕтеснер) шкулĕсенчен "Культуроведени, наци культури" ятлă секцире пулса тĕрлĕ докладсем итлерĕмĕр. А.Симулин, ЧПУ доценчĕ, "Н.И.Ашмарин тата И.Н.Юркин этнограф" темăпа доклад турĕ. Ю.Яковлев, ЧГИГН наука сотрудникĕ "Н.И.Ашмарин пурнăçĕнчи паллă пулăмсем" докладпа паллаштарчĕ. З.Яковлева, ЧПУ доценчĕ - "Улах сăри (кĕр сăри)" темăпа доклад туни питĕ кăсăклă пулчĕ. Улах сăри вăл - икĕ талăк юрласа-савăнса çулла ирттернĕ уяв иккен. Кĕр сăри вара çурла уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа юпа уйăхĕччен пынă. Улах сăри пĕр вăхăтрах виçĕ тĕлте иртнĕ. Вăл пурнăçа вĕренме, апат-çимĕç хатĕрлеме, çи-пуç тăхăнма вĕрентнĕ. Унта сăвă-юрă итленĕ, ташă ташланă. Çак улахра "Ахаяс" ятлă хĕр ташши тĕп вырăнта тăнă. "Кĕр сăри" уявне чухăнрах çамрăксем ирттернĕ. Ку уяв юрă-ташă уявĕ шутланнă. Тĕлĕнмелли вара, тухья тăхăннă хĕр калпаклă хĕре чĕнсе тусăм тунă. Такмакĕ - юрри çакăн пек янранă:

Паян ирпе çунă шур юр пек
          Ай-хăй, пĕр хăнаçăм, пĕр пикеçĕм,
          Паян пиçсе çитнĕ çырла пек.
          Пушă аври хурама, ай, пулсассăн
          Пăхаттăм та вăрман еннелле.
          Хамăр ялта савни, ай, пулсассăн,
          Пăхмăттăм та ют ял еннелле.
          Ай-хай, савнă- тусăм, хура куçăм,
          Ĕмĕр ирттересчĕ санпала.

Конференци çỹллĕ шайра иртрĕ: чăваш халăхĕн ташшинчи хусканусем çинчен каласа пани те, чăваш юррисене юрласа кăтартни те кăмăла кайрĕ. Конференцие Ижевск, Йошкар-Ола, Мускав, Саранск, Хусан, Шупашкар, çавăн пекех Испанипе Финлянди тĕпчевçисем хутшăннă. Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: пирĕн чĕлхе пуянлăхĕ - Н.И.Ашмарин.

И. ИВАНОВА,
вĕрентекен.
Пысăк Енккасси шкулĕ.



03 ноября 2006
00:00
Поделиться