Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыхраçырмасем килĕштерсе ĕçлеççĕ

о Ял хуçалăхĕ

Ыхраçырмасем килĕштерсе ĕçлеççĕ

Мĕн ĕлĕкрен хресчен ĕçне пысăка хунă. Уй-хирте, фермăра вăй хуракансен чăтăмлăхне, çирĕплĕхне тата ĕçченлĕхне кашниех хăй çĕр çинче тăрăшса туйса илнех пулĕ. Çанталăкăн кăткăс условийĕсенче, пурнăçăн çăмăлах мар тапхăрĕнче ял хуçалăх продукцине туса илме пĕрре те çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Çĕрĕн-кунĕн, канмалли кунсемсĕр, отпусксемсĕр ĕçлесе тыр-пул, пахча çимĕç туса илессишĕн тăрăшаççĕ Ыхраçырмари ĕçчен фермерсем. Çĕр-аннемĕре юратакан, хресчен тивĕçне тата профессиллĕ ăсталăха чунпа парăннă фермерсем сахалах мар ку ялта. Акă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене илер-ха. А.Викторов, Анатолийпе Аркадий Александровсем, Г.Яковлева фермерсем пĕрле пĕрлешсе вăй хураççĕ. "Пĕрлĕхре-вăй" тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкхи çын. Алă вăйĕпе кăна пысăк тухăç туса илеймĕн. Ял хуçалăх техникине туянма вара укçи-тенки те сахалах кирлĕ мар. Ĕçре мĕн кирлине вара вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче саплаштараççĕ. Камăн - трактор, автомашина, культиватор, сеялка тата ытти те пур. Хăйсен çĕр пайĕнче купăста, çĕр улми, нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Хуçалăх пĕтсе ларчĕ тесе пуçа усса, кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ Ыхраçырмасем. "Пирĕн ялта ĕлĕкхи пек "нимелле" ĕçлесе пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, йывăрлăхра пăрахмаççĕ", - тет Людмила Леонтьева фермер. Унăн 7 гектар çĕр. Нумай çул ỹсекен курăксем, купăста, çĕр улми çитĕнтерет. "Туса илнĕ продукцие вырнаçтарма çăмăлах мар çав. Пирĕн ял район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă май тухса çỹреме те ансатах мар", - теççĕ фермерсем.

Калаçнă май вĕсенче чăтăмлăхпа шанчăклăх пĕтменни куç кĕрет, мĕншĕн тесен вĕсем тăрăшнипе пухса кĕртнĕ тухăç сĕтел патне çитет.

Паянхи кун ялсем умĕнче çĕнĕ задачăсем тăраççĕ. Агропромышленность комплексне аталантарассишĕн республикăра çав тери тăрăшаççĕ, çав шутра пирĕн районта та. Вĕсене халăхпа влаç пĕрле çине тăрсан кăна татса пама пулĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



03 ноября 2006
00:00
Поделиться