Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Итогсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсем палăртрĕç

о Ĕç коллективĕсенче

Итогсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсем палăртрĕç

Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче ирттернĕ савăнăçлă пухăва ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, район пуçлăхĕ В.Кириллов, Горький чугун çулăн Хусанти уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Васин, райпрофсож председателĕ В.Геращенко, Тутарстан регионĕнчи чирсемпе кĕрешекен лаборатори директорĕн заместителĕ М.Салахов профессор хутшăнчĕç.

Чи малтанах фабрика директорĕ Н.Петров хуçалăхăн кăçалхи вунă уйăхри ĕç итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Производствăра малта пыракансене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, хаклă парнесем пачĕ, уяв ячĕпе ĕçре ырă тĕслĕх кăтартакансене укçан преми пама йышăнни çинчен пĕлтерчĕ.

Пухăннисене уяв ячĕпе çавăн пекех район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, хăнасем - А.Васинпа В.Геращенко саламларĕç, Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, хаклă парнесем пачĕç.

Юлашкинчен уяв концерчĕ пулчĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



03 ноября 2006
00:00
Поделиться