Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тухăçĕ ăнсан савăнтарать

о Ял хуçалăхĕ

Тухăçĕ ăнсан савăнтарать

Ял хуçалăх ĕçченĕсем çанталăкăн кашни уяр кунĕпе туллин усă курса юлас тесе хыпаланаççĕ, Акă, Хĕрлĕçыр ялĕнчи "Сапаркин" фермер (хресчен) хуçалăхĕнче те акса-лартса ỹстернĕ культурăсене вăхăтра пухса кĕртессишĕн çине тăчĕç. Юлашки гектарсем çинчи сахăр кăшманне пухса илсе, тирпейлесе КАМаз автомашинăпа Ульяновск облаçне ăсатрĕç. Кунта Н.Гаврилов, А.Петров, С.Сергеев, А.Шамуков, А.Тимофеев, И.Паймулин, А.Николаев, Г.Григорьев, О.Григорьев, Р.Борисов, А.Сапаркин, Г.Сапаркин пултарулăхне палăртмалла. Вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек ĕçлеççĕ. В.Сергеев вара, Вăрмар поселокĕнче пурăнаканскер, хăйĕн тĕп ĕçĕнче отпускра пулин те, Сапаркинсене пулăшма килнĕ. Унăн та ĕçлес хастарлăхĕ пысăк.

Çапла вара Хĕрлĕçырсем кĕске вăхăт хушшинчех 10 гектар çинчи сахăр кăшманне пуçтарса илсе вырнаçтарчĕç. "Ырă ĕç кăмăла каять, тухăçĕ ăнсан татах савăнтарать", - теççĕ ĕçченсем.

А. НИКОЛАЕВА.



03 ноября 2006
00:00
Поделиться