Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çуркуннехи ĕç хакне кĕркунне палăртаççĕ

о Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ

Çуркуннехи ĕç хакне кĕркунне палăртаççĕ

Ял çыннин ĕçне кĕркунне пĕтĕмлетеççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласан, кирлĕ пек йĕркелесе пыма пĕлсен çĕртен тухăç илме пулассине çирĕплетсех каларĕç çак чаплă уявра çĕр ĕçченĕсем.

Районти Культурăпа кану центрне халăх чылай пухăннă. Паян кунта çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ, çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хуракансене хисеплеççĕ. Вĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш республикин Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Дмитриев, "АККОнд" акционерсен уçă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ М.Иванов килсе çитнĕ. Уявра лайăххи, кăмăла çĕклекен ырă тĕслĕхсем çинчен калаçрĕç. Ĕçре уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотисемпе дипломсем, укçан премисем тата хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Ырă сăмахпа палăртса калани çынна вăй панине лайăх ăнланать райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров. Çавăнпа та вăл уяв ячĕпе саламланă май, ял ĕçченĕн пултарулăхне уйрăммăн палăртса хăварчĕ.

"Умра тĕл пулакан йывăрлăхсене пăхмасăр, кашни гектар çĕре вăхăтра, пахалăхпа сухаласа акса хăварассишĕн тăрăшрĕç кунран-кун вăй илсе пыракан хуçалăхсемпе фермерсем. Çĕр пушă выртмасан ял çынни тулăх пурнăçпа пурăннине пĕлтерет. Ĕç-хĕл мĕнлерех кирлĕ, çавăн пек ăнса пыни çынсен чун хавхаланăвĕнчен нумай килет. Пĕр-пĕрин тăрăшулăхне курса, хăйсене шаннă вырăнсенче яваплăха туйса ĕçлесен кăна пирĕн район малалла аталанĕ", - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов çĕр ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене уявра ытларах районти райпо системине кĕрекен предприятисен тутлă апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. Çавăн пекех "Арабоси" агрофирма, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Рассвет" хуçалăх хăйсем туса илнĕ продукцие илсе килсе халăха сутрĕç. Аслă Чак ял тăрăхĕнчи пĕр предприниматель илсе килнĕ чĕрĕ пулăна çынсем пĕр самантрах туянса пĕтерчĕç.

Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ, ăна Шупашкарти "Янра юрă" ушкăн йĕркеленĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



10 ноября 2006
00:00
Поделиться