Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лауреат ятне тивĕçнĕ

о Конкурс

Лауреат ятне тивĕçнĕ

Хамăр ентешĕн, чăваш халăх писателĕн Василий Степанович Алентейăн творчествăри пултарулăхне палăртса унăн ятне ĕмĕр асра тытас, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 75 çул çитнĕ май, хаçата çырса тăракансен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе хаçат редакцийĕ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн пуçламăш организацийĕ тата райхаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕ В.С.Алентей ячĕллĕ премие çĕнсе илес енĕпе конкурс ирттернине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Конкурса Раççей журналисчĕсен членĕсем: А.Белова, Н.Иванов, В.Миронов, пирĕн активлă обществăлла корреспондетсем: Г.Матвеев, Е.Нягина, В.Туртушов, хутшăнчĕç. Творчествăлла нумай ĕçсене пăхса тухнă хыççăн 2006 çулта В.С.Алентей премийĕн лауреачĕ ята Николай Прокопьевич Иванов "Эс тивĕç мухтава, чыса", "Асран кайми самантсем" сăвăсемшĕн тивĕçнĕ. Çак ятпа ăна ăшшăн саламлатпăр!



15 ноября 2006
00:00
Поделиться