Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нимелле тараса чаврăмăр

о Президент Указне пурнăçласа

Нимелле тараса чаврăмăр

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров "2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" çинчен Указ кăларчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ халăха ĕçмелли паха шывпа çителĕклĕ тивĕçтересси, çапла майпа пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, республикăри социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси тесе палăртнă республика президенчĕ. Ку вара пире ĕçре хавхалантарса пырать. Çавăнпа та эпир çăлкуçсене, юхакан шывсене, тарасасене тасатсах тăратпăр. Ку енĕпе пирĕн вырăнта пурăнакансем те питĕ активлă. Акă, нумаях пулмасть халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа, хамăра хамăр парне пултăр тесе ĕнтĕ, нимелле Чулкас ялĕнче чиркỹ енче тараса чаврăмăр. Чăваш йăли, ниме йĕрки, çав тери активлă иртрĕ. Л.Кузьмин, М.Максимов, В.Ирзаев вăйпитти арçынсем пĕр ỹркенмесĕр кашни кун ĕçлерĕç. Пенсионерсем те айккинче юлмарĕç. Ниме халăхне черетпе вĕри апатпа хăналарĕç. Виçĕ куна пынă ниме халăх туслăхне те çирĕплетрĕ, çак урамра пурăнакансене хуть те хăш вăхăтра та шывпа тивĕçтерме май парĕ.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче колонкăсем те пур-ха, хăшĕсем килсене шыв кĕртессипе те ĕçлеççĕ, çапах та тарасасем кирлех теççĕ кунта пурăнакансем. Халăх ыйтнине тивĕçтерес тĕллевпех ĕнтĕ эпир, май килнĕ таран, кашни урамрах тарасасем чавма палăртрăмăр. Шыв нуши халăха ан тарăхтартăр тетпĕр.

И. СЕРГЕЕВ,
Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.


15 ноября 2006
00:00
Поделиться