Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туртушовсем - çыравçăсем

о Династи

Туртушовсем - çыравçăсем

Кавал - районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Паллă çынсем сахал мар тухнă кунтан. Туртушовсенех илсе пăхар-ха. Пурте тенĕ пекех хаçат тусĕсем вĕсем. Хăй вăхăтĕнче Иван Николаевич хаçата тăтăшах çырса тăратчĕ. Халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах та Кавалта ăна пĕлмен, ас туман çын çук та пулĕ. Вăл нумай çул Кавалти "Маяк" колхоз председателĕнче ĕçленĕ, партком секретарĕ пулнă.

Вениамин Иванович Туртушов (литература псевдонимĕ - Туртуш). Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем, калавсем çырнă, вĕсене район хаçатĕнче пичетленĕ. Кавал тата Пинер шкулĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çартан 1940 çулта таврăнсан "Хĕрлĕ ялав" редакцинче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнă. Мускава хỹтĕленĕ, анчах 1942 çулта Крымра çапăçура пуçне хунă. Темле йывăр пулсан та фронтран та "Хĕрлĕ ялава" сăвăсем, калавсем çырсах тăнă.

Вениамин шăллĕ Василий те фронтра фашистсене хирĕç çапăçнă. Киле таврăнсан Урнарти тата Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулсенче учитель тата шкул директорĕ пулса ĕçлерĕ. Çавăн чухне вăл "Хĕрлĕ ялавпа" туслашнă, нумай статьясем, сăвăсем те çырнă.

Василий хĕрĕ Светлана та ашшĕ çулĕпе кайнă. Вăл та ачасене вĕрентет, Çĕнĕ Шупашкарта тухса тăракан "Грани" хаçата статьясем çырма та вăхăт тупать.

Вĕсен шăллĕ Виталий Иванович та "Хĕрлĕ ялавпа" тахçанах туслашнă. Тутарстанра ачасене вĕрентсе пурăннă вăхăтрах унта тухса тăракан районти "Путь Ильича" хаçата çырма пуçланă. Кавалти вăтам шкула ĕçлеме таврăнсан вара "Хĕрлĕ ялава" тĕрлĕ статьясем çырать.

- Кавал ялĕ - пысăк та паллă ял, - тет Виталий Иванович. - Çыннисем те ĕçчен те пултаруллă. - Мĕнле чăтса тăрăн вĕсем çинчен тăван хаçата çырмасăр? Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хамăр районти çынсем те пĕлччĕр.

А. ХОВАНСКИЙ,
РФ журналисчĕсен
Союзĕн членĕ.


15 ноября 2006
00:00
Поделиться