Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туслă йышра

о "Юлашки миль" конкурса

Туслă йышра

Паллă ĕнтĕ, пирĕн яланхи пурнăçра почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсен пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Çĕнĕ хаçат-журнал çырăнмалла-и е çыру çỹретмелле-и тата ытти те - йăлтах кулленхи информаципе тачă çыхăннă. Ку енĕпе районти почтамтăн çыхăну уйрăмĕсенче тăрăшса вăй хуракансем те сахал мар. Акă, сăмахран, Чулкасринех илер. Тĕрлĕ ыйтусемпе тăватă яла тивĕçтерет вăл. Ямпай, Анаткас ялĕсемпе - Евгения Матвеева почтальон. Вăл çак ĕçре çирĕм çул тăрăшать. Кивĕ Мăнтăрпа - Галина Федорова (20 çул), Чулкас ялĕпе - Галина Панфилова (пурĕ 25 çул) вăй хураççĕ.

- Каламасăрах паллă ĕнтĕ, вĕсен ĕç опычĕ те пысăк. Ял халăхĕ умĕнче яланах хисепре, - тет коллектив ертỹçи Роза Владимировна Кузьмина. Пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшатпăр. Туслă йышра ĕçсем те кал-кал пыраççĕ. Çыхăну уйрăмĕн коллективне килни хамăн та вун тăхăр çул çитрĕ ĕнтĕ. Пĕрре те çăмăл мар хальхи вăхăтра начальник лавне туртса пыма.

Роза Владимировна Кузьмина Çĕрпỹ районĕнчи Кĕлейкасси ялĕнче 1951 çулта чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ - Владимир Андреевич Андреев таврара паллă тимĕрçĕ, амăшĕ - Лариса Даниловна Данилова колхозра пахча-çимĕç ăсти пулнă.

Роза малтан пуçламăш классенчен, унтан Çирĕккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан "Спутник" колхозра тăрăшать.

- 1971 çулта Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулĕнче, 1972-1975 çулсенче Улатăрти совхоз-техникумра вĕренсе çав специальноçпа пĕлĕве ỹстертĕм, - малалла каласа парать Роза Владимировна. - Çав вăхăтрах районти (Вăрмарти) тырă йышăнакан пунктра бухгалтерта вăй хутăм. 1973 çулта утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чулкас каччипе Святослав Макаровичпа çемье çавăртăмăр. Ун хыççăн иксĕмĕр те Коми Республикине кайса тăватă çул ĕçленĕ хыççăн 1979 çулта Чулкас ялне таврăнса "Россия" совхозра сакăр çул бухгалтерта тăрăшрăм.

Роза Владимировна Кузьминана 1987 çулта Чулкасри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ пулма шанса лартаççĕ. Çак яваплă ĕçре вăл паянхи кунчченех вăй хурать. Вĕсем мăшăрĕпе - Святослав Макарович Кузьминпа (халĕ Вăрмарти вăтам шкулта ĕçлет) иккĕшĕ икĕ хĕр те пĕр ывăл - Надя, Сергей, Линда - çуратса пăхса ỹстернĕ.

Кĕскен каласан, Роза Владимировна çак уйăхра икĕ юбилее кĕтсе илет: пĕри вăл - хăйĕн, тепри ĕçĕпе тачă çыхăннăскер - "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн.

Çакна та палăртса хăварас килет. Чулкассем хаçат-журнал çырăнтарассипе кашни çулах активлă ĕçлеççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул район хаçатне сарассипе тăрăшса вăй хунăшăн Роза Владимировна хаклă парне - сехет илме тивĕç пулнă.

-Район хаçатне нумайранпа çырăнса илекенсене юбилей ячĕпе ăшшăн саламлас килет. Акă вĕсем: Кивĕ Мăнтăр ялĕнчен - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ А.Иванов, А.Андреев, М.Матвеев* Чулкасри В.Тимофеев, Н.Петров, Л. Яковлева, Н.Васильев, А.Николаев, И.Родионов, В. Уливанов, Н. Уливанова тата ыттисем те.

Юлашкинчен Роза Владимировна Кузьминана хăйне те тивĕçлĕ канăва тухнă тата "Хĕрлĕ ялав" хаçат юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламлар, малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх сунар.

В. МИРОНОВ.



15 ноября 2006
00:00
Поделиться