Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Унтанпа çур ĕмĕр иртрĕ

о Сăмахăм сан çинчен

Унтанпа çур ĕмĕр иртрĕ

Паянхи пекех астăватăп: 1956 çулхи кĕркунне пулчĕ ку. Пирĕн ялти пĕр çемьере упăшки арăмĕпе ачисене пăрахса урăх хĕрарăм патне киле кайса кĕнĕччĕ. Арăмĕпе ачисем çавна пула та пулĕ, чирлĕччĕ. Эпир, Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекенсем, Тимур команди йĕркелесе, вĕсене пулăшма кайрăмăр. Чылай ĕç туса пулăшрăмăр йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çемьене. Шкула çитсен класс руководителĕ Клара Яковлевна Неофитова мана çакăн пирки пĕр пĕчĕк заметка çырма хушрĕ, кайран ăна хăйех тĕрĕслесе якатрĕ. Унтан заметкăна Тăвайне хаçат редакцине çитерсе пама ыйтрĕ. Хаваспах килĕшрĕм. Тăвайне çитсен, ыйткаласа пĕлсе ун чухнехи аялти икĕ хутлă райком çуртне пытăм, сылтăм енчи пỹлĕмсенчен пĕрне кĕрсе тăтăм. Халиччен кунашкал çуртсенче пулса курманран пулĕ, хам çырнă пĕчĕк заметкăна сĕтел хушшинче ларакан пĕр арçынна именчĕклĕн кăна тыттартăм. Вăл вуласа тухрĕ те мана малашне те хаçатпа çыхăну тытма, çырсах тăма ырă сунчĕ. Кайран пĕлтĕм: ку вăл хаçат редакторĕ Герман Матвеев пулнă, çав пỹлĕмрех тепĕр çын та пурччĕ. Александр Николаев, яваплă секретарь иккен.

Çапла пуçланчĕ манăн хаçата çырас туртăм.

Пурнăçра вара манăн Герман Матвеевич Матвеевпа чылай çул иртсен те тĕл пулма тỹр килчĕ. Вăрмарти дачинчеччĕ вăл ун чухне. Палласа илчĕ мана, хурама кăмпи татса, шỹрпе пĕçерчĕ. Чылайччен лартăмăр калаçса. Вăл ун чухне Вăрмар районĕнчи вырăнти радиовещани редакторĕччĕ. Шел, чире пула вăхăтсăр пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ.

Çапла район хаçатне пĕрремĕш заметка çырнăранпа çур ĕмĕр иртрĕ. Вăхăт шăвать те шăвать. Анчах ун чухне ăша хывăнса юлнă çырас туртăм паян кунчченех упранать-ха. Ỹлĕмрен те çырсах тăрасчĕ, хамăн шухăшăмсене вулакансем патне çитересчĕ.

Ф. ПЕТРОВ,
обществăлла корреспондент.
 
Тăвай районĕ.


15 ноября 2006
00:00
Поделиться