Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Ветра" КВН ушкăнĕ

"Ветра" КВН ушкăнĕ

Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта ачасем уроксем хыççăн тĕрлĕ мероприятисемпе кружоксене хутшăнса пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе ертсе пыраканĕ - С.Антонов. 2002 çулта шкул ачисенчен КВН ушкăнĕ йĕркелесе янă. Çак ушкăна "Ветра" ят панă. Вăл район тата республика шайĕнче иртекен вăйăсене хутшăннă. Район шайĕпе иртекен вăйăсенче яланах малти вырăна йышăнса парать. Республика шайĕнче те Кивĕ Вăрмарти ачасенчен йĕркеленĕ ушкăн КВН вăййисенче ытти командăсем хушшинче палăрса тăраççĕ. Уйрăм номинацисенче те вĕсем яланах пĕрремĕшсем. Акă "Ветра" ушкăнăн çитĕнĕвĕсемпе паллашар-ха.

2002 çулта Вăрмар районĕнчи КВН командисем хушшинче иртекен вăйăсенче I-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕнтерỹшĕн вĕсене 1000 тенкĕ парса хавхалантарнă. Çак укçапа шкул валли гитара туяннă.

2003 çулта та районти КВН командисем хушшинче каллех I-мĕш вырăна тухнă, 1000 тенкĕ çĕнсе илнĕ укçапа шкул валли микрофонсем илнĕ.

2004 çулта та хăйĕн чысне чи çỹллĕ шайра кăтартса хăйĕн малти вырăнне ыттисене паман.

2005 çулта республикăри ял çамрăкĕсен хушшинче ирттерекен "Ăраскал" фестивальте "Ветра" ушкăнăн членĕсем хăйсемпе паллаштарас енĕпе чи лайăххисен шутĕнче пулнă, каллех Кивĕ Вăрмар шкул ачисем - пĕрремĕшсем.

2006 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче пĕрремĕш лигăна хутшăнакан КВН командисем хушшинче çурма финал иртнĕ. Пирĕн районтан та унта "Ветра" команда хутшăнма тивĕç пулчĕ.

Н. СЕРЕБРОВА,
9-мĕш класра вĕренекен.


15 ноября 2006
00:00
Поделиться