Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасем - пирĕн пуянлăх

о Ноябрĕн 26-мĕшĕ - Амăшĕн кунĕ

Ачасем - пирĕн пуянлăх

"2005 çулта Президентăн ача амăшĕпе ачалăха хỹтĕлекен центрĕн иккĕмĕш черетне уçсан, унта тĕнче стандарчĕсем ыйтакан çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă, амăшĕсене тата ачасене медицина пулăшăвĕ памалли пĕр-пĕтĕм вертикаллĕ тытăма йĕркелесси вĕçленнĕ. Чăваш Енре вăхăтсăр çуралнă ачасен пурăнаслăхĕ 2,5 хут ỹснĕ, чир-чĕрпе çуралакан ачасен хисепĕ виçĕ хута яхăн чакнă, амăшĕсем вилни пачах та пулман, пĕчĕк ачасем тата амăшĕсемпе ачисем вилнин кăтартăвĕсем Раççейĕпе илсен, чи пĕчĕкки", - тесе палăртнă ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Республика Президенчĕ "Ача çулталăкĕ çинчен" Указ кăларни ачалăха патшалăх пулăшăвĕ парассине тата хỹтĕлессине тивĕçтерме, демографи политикине малашлăха палăртса тытса пыма пулăшать.

Акă район больницин ача çуратакан уйрăмнех илер. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 22-мĕшĕччен кунта пурĕ 168 ача Њхĕрача - 79, арçын ача - 89Ќ çуралнă.

"Ача сывă, тĕрĕс-тĕкел, çирĕп çурални ашшĕ-амăшĕшĕн те, пирĕншĕн те пысăк телей", - тет ача çуратакан уйрăмĕн заведующийĕ Елена Николаевна Чапурина.

Кашни ир Е.Чапурина ача амăшĕсен, ачисен сывлăхĕсене тĕрĕслет, канашсем, сĕнỹсем парать. Акă ку хутĕнче Елена Николаевна çак кунсенче ача амăшĕ пулнă О.Ивановăн тата унăн пĕчĕк тĕпренчĕкĕн Виктория хĕрĕн сывлăхне те пысăк тимлĕх уйăрать.

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕ пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Сăмахран, ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене ача çуратмалли сертификат параççĕ. Çакă вара ача амăшĕ пулма хатĕрленекене пăхма, тĕрлĕ анализсем пама, кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерме пулăшать. Ача амăшĕ пулакан пысăк хисепе тивĕç", - тет Е.Чапурина.

З. ПАВЛОВА.



25 ноября 2006
00:00
Поделиться