Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Манăçми тĕл пулу

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Манăçми тĕл пулу

Кашни çыннăн, кашни ачан хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн шăпи. Пĕрисемшĕн вăл телейлĕ килсе тухать, теприсене вара хăйĕн тỹнтер енĕсене çеç кăтартать. Ытти мĕн пур ачасем пек ача сачĕсене çỹреймеççĕ, шкулта вĕренеймеççĕ, пурнăçра пулма пултаракан пĕтĕм савăнăç та вĕсен валли мар. Кун пек ачасен хăйсен пурнăçĕ, хăйсен тĕнчи, пĕр-пĕрне вĕсем çур сăмахранах ăнланма пултараççĕ, вĕсене хăйсене те куçпа пăхсах ăнланаççĕ. Çакăн пек ачасене кăштах та пулин савăнăç кỹрес шухăш çуралчĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе "Ачасене - савăнăç" темăпа фестиваль ирттерме шутларăмăр.

Фестивале хутшăнма Мăнçырма шкулне Вăрмар поселокĕнчен, Шăхальтен, Пинертен килчĕç. Ачасем çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, юлташĕсем хутшăнма кăмăл турĕç.

Хăнасем - Çĕрпỹ хулинчи пĕрремĕш номерлĕ шкул-интернатра пурăнакан начар илтекен ачасем. Вĕсем çине пăхсан, вĕсен пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн темле сивĕ чунлă çын та хумханмасăр, хурланмасăр тăма пултараймасть. Ачасемпе пĕрле интернат директорĕ Г.Слепов, унăн икĕ заместителĕ И.Терентьева тата В.Шумилова килнĕ.

Фестиваль пуçланиччен шкул президенчĕ Е.Павлова хăнасене шкулпа унăн пĕр вырăнта тăма пултарайман пурнăçĕпе паллаштарчĕ, экскурси ирттерчĕ.

Компьютер класне кĕрсен вара хăнасем шкулта çавăн чухлĕ компьютер пулнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç, ял шкулĕ хула шкулĕнчен нимĕнпе те кая марри çинчен каларĕç.

Фестивале уçма шкул директорĕ В.Николаев, унăн заместителĕ Н.Михайлова, Çĕрпỹри шкул-интернат директорĕ Г.Слепов, Мăнçырма ял чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов хутшăнчĕç.

Ăмăртусем спортăн тĕрлĕ енĕпе тата тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем хушшинче ушкăнланса иртрĕç. Чи кĕçĕннисем хушшинче иртнĕ ăмăртусем пурне те ытларах килĕшрĕç. Вĕсене хатĕрлесе йĕркелекенсем - опытлă педагогсем, хăйсен ĕçĕнчи чăн-чăн ăстасем: Ю.Николаева тата Л.Агапова.

Юрă-ташăсăр пĕр уяв та, пĕр тĕл пулу та иртмест. Шкул-интернатра 6 класра вĕренекен Н.Ильина юрлани пурин чĕрине те пырса тиврĕ, куракансен куçĕсем шывланчĕç. Сăмах май, Настя - хамăр район хĕр ачи. Ачасен тепĕр ушкăнĕ Китай ташшине ытла та ăста кăтартма пултарчĕ.

Чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăлине - хăнана нихăçан та пушă алăпа яманнине-асра тытса эпир те кашни ачанах грамота, тĕрлĕрен призсемпе парнесем патăмăр. Чысланă вăхăтра интернатра 6 класра вĕренекен Света Копежко "Эп сире юрататăп" юрра шăрантарчĕ.

Фестиваль ĕçне Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин воспитани енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн тĕп специалисчĕ И.Степанова хутшăнни, тав сăмахĕ калани пире тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать.

Фестиваль ирттерме спонсор пулса пулăшнă Мускаври строительство фирмин директорне, Мăнçырма ялĕнчен тухнă В.Иванова уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калас килет. Кашни мероприяти ирттерме вăл кăмăлтанах пулăшать. Шкул директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ В.Николаев, ял чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă тренер-преподавателĕ Л.Агапова, Пинер шкулĕнчи физкультура учителĕ А.Петров, Мăнçырма шкулĕн учителĕ Ю.Николаев, кĕçĕн классенче вĕрентекен Г.Романова фестиваль ĕçне активлă хутшăнчĕç.

Н. МИХАЙЛОВА,
шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ


25 ноября 2006
00:00
Поделиться