Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Преступлени сахалтарах пултăр

о Çул çитмен ача

Преступлени сахалтарах пултăр

Район территорийĕнче 18 çула çитмен çамрăксем 6514 пурăнаççĕ, 3559-шĕ шкул ачисем. Вĕсен кашнин хăйĕн ăсĕ, шухăшĕ. Пирĕн вара пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Хăшĕ-пĕрисем килте ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ пулин те ют пурлăха çаратасшăн, теприсен ашшĕ-амăшĕсем эрех ĕçсе ачисем çинчен манаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара хăйсем мĕн тунине те пĕлмеççĕ. Çапла вара общественноçăн пурне те тỹрĕ çул çине тăма пулăшмалла. 14 çул тултармасăр уголовнăй ĕç пуçармаççĕ пулин те, унашкал ачасене ятарлă учрежденисене ярса воспитани параççĕ. Кăçал çак таранччен çул çитмен ачасем 8 преступлени тунă, пĕлтĕр ку вăхăтра 26 пулнă. Преступленисем ытларах çын пурлăхне çаратассипе пулса иртеççĕ. Ку енĕпе Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Кĕтеснер, Энĕшпуç ялĕсемпе Вăрмар поселокĕнчи çамрăксем палăрса тăраççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмри инспекторсем профилактикăлла мероприятисем ирттернĕ май 23 çамрăка учета илнĕ, 33-шне учетран кăларнă, çав шутран 23 ачи хăйсен йăнăшĕсене ăнланса тỹрĕ çул çине тăнă, 9-шĕ 18 çултан иртнисем. Уголовнăй майпа айăпланнисем те пур-ха. Вĕсемпе те тĕрлĕ профилактикăлла мероприятисем ирттеретпĕр. Çамрăксем хушшинче эрех-сăрапа иртĕхекенсем те тĕл пулаççĕ. Кун пеккисем районти шалти ĕçсен пайĕнче 19 ача учетра тăрать. Ку енĕпе эпир нумай ĕçсем туса ирттеретпĕр. Район территорийĕсенчи магазинсенче 18 çул тултарман ачасене эрех-сăра сутассине хирĕç кĕрешес тĕллевпе ятарлă рейдсем ирттернĕ. Çак вăхăтра çамрăксене эрех сутнă 4 тĕслĕх тупса палăртнă, сутуçăсене тивĕçлĕ наказани панă. Шкул ачисем те, профтехучилищĕре вĕренекенсем те эрехе тиркемеççĕ. Çакна вара хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕ пирки вуçех маннипе çыхăнтарма пулать. Вĕсем ачисене пăхас, вĕрентсе ăс парас пирки аса та илмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыман çынсем пирки шалти ĕçсен пайĕ РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн (КОАП) 5.35 статйипе килĕшỹллĕн 108 ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 11-шĕнне ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илнĕ. Шел пулин те, районта ăнăçсăр çемьесем нумайлансах пыраççĕ. Çак çемьесенчи ачасен пурнăç условийĕсене кăштах та пулин лайăхлатас тĕллевпе вĕсене шкул-интернатсене, ятарлă шкулсене, социаллă реабилитаци центрĕсене вырнаçтарассипе тĕрлĕ мерăсем йышăнатпăр.

Право йĕркисене пăснăшăн, обществăра хăйсене тытма пĕлменшĕн 2 ачана республикăри шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи право йĕркисене пăсакан çул çитмен ачасене вăхăтлăх усрамалли центра пĕр уйăхлăха яма тиврĕ.

Çуллахи каникулсенче ĕçлеме пултаракан ачасене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тĕрлĕ çĕре ĕçе вырнаçтарнă. Пирĕн ĕçри тĕп задача - çул çитмен ачасене преступлени тăвасран асăрхаттарасси, тỹрĕ çул çине тăратасси.

М. СИНИЧКИНА.



25 ноября 2006
00:00
Поделиться