Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулас салтаксем çула тухрĕç

о Тивĕç

Пулас салтаксем çула тухрĕç

Иртнĕ кунсенче районти çар ĕç комиссариачĕ умне халăх йышлăн пуçтарăннă. Хальхинче кунта Ямпай, Аслă Чак ялĕсенчи тата Вăрмар поселокĕнчи çынсене курма пулчĕ, мĕншĕн тесен кăçалхи кĕркуннехи призывра районтан çак тăрăхри çамрăксем чи малтан салтака тухса кайрĕç. Вĕсем: А.Антонов (Ямпай), С.Иванов (Аслă Чак), А.Минин (Вăрмар поселокĕ). Çамрăксен кăмăлĕсем аван. Акă А.Мининпа калаçатăп: "Çул çитнĕ çамрăкăн салтака каймаллах. Аслисем каланă тăрăх салтака кайса килни арçынсемшĕн хисеплĕ. Эпĕ те çапла шутлатăп. Чăваш ятне ямастăпах", - тет Алексей. Сергей Иванов вара çапла каларĕ: "Салтак ячĕ тухни мана савăнтарчĕ кăна. Кил-йыш, тăвансем, юлташсем ăсатма килни, вĕсем мана ырлăх-сывлăх сунса вăрăм çула ăсатни нихăçан та асран тухмĕ. Каялла таврăнсан каллех хама çывăх çынсемпе пĕр сĕтел тавра пуçтарăнасса шанатăп". Пулас салтаксене çар ĕç комиссариачĕ умĕнченех районти автотранспорт предприятийĕн çăмăл машинипе хисеплĕн ăсатрĕç. Сăмах май каласан, Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ кашни призывах активлă хутшăнать, автомашинăсемпе тивĕçтерсе тăрать.

Çапла вара пулас салтаксене такăр çул, Тăван çĕр-шыв чиккине сыхлама ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунмалли кăна юлать.

А. НИКОЛАЕВА.



25 ноября 2006
00:00
Поделиться