Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен профессийĕ

                       о Çар тивĕçĕ
 
Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен профессийĕ
 
Кăçал районти çар ĕç комиссариатне çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме каяс тесе 9 çамрăкран заявлени килнĕ, сывлăх енчен тăван çĕр-шыв сыхлавçи пулма 6-шĕ юрăхлă пулнине палăртнă. Пурте вĕсем экзаменсене ăнăçлă тытса асăннă учрежденисене вĕренме кĕнĕ.
Хăш аслă учрежденисене пирĕн ентешсем ытларах ăнтăлаççĕ-ха; Ытларахăшне Хусан хули илĕртет. Акă Кивĕ Вăрмарти А.Николаев (сăмах май, вăл пĕрремĕш курссенчи курсантсем хушшинче вĕренес тата спорт енĕпе те чи лайăххисен шутĕнче), Н.Данилов (Кĕлкеш), Г.Краснов (Çитмĕш) кунти çар командирĕсем хатĕрлекен аслă танк училищине вĕренме кĕнĕ, Энĕшпуçĕнчи О.Иванов çак хулари артиллеристсен аслă çар училищине суйласа илнĕ. Арапуçĕнчи К.Григорьевпа Саруйĕнчи Р.Андреев инçерех вырнаçнă çар училищисене суйласа илнĕ. Пĕрремĕшĕ Санкт-Петербургри тинĕс çар институтне, иккĕмĕшĕ - Вольскри тыл енĕпе ĕçлекен çар çыннисене хатĕрлекен училищĕне.
Çак çамрăксем пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç тесен пĕрре те йăнăш пулмасть, мĕншĕн тесен çар дисциплини пурне те анлă тавракурăмлă, тăван çĕр-шыва кирлĕ çынсем пулма вĕрентет. Унсăр пуçне вĕреннĕ вăхăтра вĕсем валли хушма çăмăллăхсем те пулĕç - уйăхри стипенди 3 пин тенкĕне яхăн, унсăр пуçне тÿлевсĕр апат çитереççĕ, çар форми тÿлевсĕр параççĕ.
       Çитес çулхи январьтен пуçласа март уйăхĕ вĕçĕччен 2007 çулта çар училищисене вĕренме кĕрес текенсенчен районти çар комиссариатĕнче кирлĕ документсем йышăнаççĕ. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин профессине суйласа илес тетĕн пулсан, пирĕн алăк сирĕн валли яланах уçă.
 
В. АХВАНДЕРОВ,
çар ĕç комиссариачĕн сотрудникĕ.


02 декабря 2006
00:00
Поделиться