Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç савăнăçлăрах пултăр

о Декабрĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ

Пурнăç савăнăçлăрах пултăр
 
       Пирĕн корреспондент районти инвалидсен пурнăçĕпе интересленсе инвалидсен районти обществин председателĕн заместителĕпе С.Ермолаевпа курса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
       - Станислав Петрович, районти инвалидсемпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?
        - Хальхи вăхăтра районта 2118 инвалид пурăнать. Çав шутран пĕрремĕш ушкăнрисем- 185, иккĕмĕш - 891, виççĕмĕш - 933, инвалид ачасем 109 шутланаççĕ. Вĕсемпе кашни çулах художествăлла пултарулăх тата спорт енĕпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр.
      - Инвалидсем сирĕн пата мĕнле ыйтусемпе ытларах пыраççĕ?
     - Чылайăшне мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултарни кăсăклантарать. Хăш-пĕр ыйтусемпе районти Пенси фондне тата социаллă хÿтлĕх пайне кайма сĕнетпĕр. Пенси фончĕн ĕçченĕсем социаллă çăмăллăхсем паракан пакет пирки вырăна тухса тĕплĕн ăнлантарса парассине йĕркеленĕ.
    - Инвалид-ачасемпе мĕнле мероприятисем ирттеретĕр?
       - Çулталăкра икĕ хутчен дартс, шашка, шахмат, сĕтел çинчи теннис енĕпе ăмăртусем йĕркелетпĕр. 10 çын Сĕнтĕрвăрри районне кайса килтĕмĕр. Шашкăлла тата шахматла выляса ăмăртрăмăр, сĕтел çинчи теннисла вылярăмăр.
      Аслăрах çулхи инвалидсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
       - Вĕсемпе те спорт мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Октябрь вĕçĕнче Куславккара шашка-шахматла вылярăмăр. Командăра 4 çын пулчĕ. О.Вакин (Вăрмар поселокĕ), Г.Пудриков (Энĕшпуç) уйрăмах ăнăçлă вылярĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ калаçнă.


02 декабря 2006
00:00
Поделиться