Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

С. Уливанова асăнса

о Сывă пурнăç йĕркишĕн
 
С. Уливанова асăнса
 
        Районти Спорт çуртĕнче СССР спорт мастерне С.Уливанова асăнса самбо енĕпе кĕрешсе йăлана кĕнĕ X турнир иртрĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Хусан хулисемпе Шăмăршă, Тăвай тата пирĕн районти спортсменсем - пурĕ 150 çынна яхăн хутшăнчĕç.
        Акă спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăва хутшăнакансене çивĕч кĕрешÿре çитĕнÿсем сунса район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Никитин, Сергей Уливановăн пиччĕшĕ - СССР спорт мастерĕ Л.Уливанов саламларĕç. Ăмăртăвăн тĕп судйи Н.Сейфуллин ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.
        Хăйсен вăйĕсене тĕрĕслеме республикăри тата Раççейри ăмăртусенче палăрнă чи пултаруллă спортсменсем пухăннă кунта. Çавăнпа ăмăртусем питех те çивĕч иртрĕç. Апла пулин те Вăрмарсем хăраса ÿкмерĕç. Ăмăрту итогĕсемпе ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çĕншупашкарсем - иккĕмĕш, Шупашкарсем виççĕмĕш пулчĕç.
        Тĕрлĕ ушкăнсенче хăйсен виçисенче пирĕн пултаруллă кĕрешÿçĕсем: Н.Иванова, В.Иванов, С.Михайлов, А.Андреев, Д.Кудряшов, Д.Васильев - пĕрремĕш, С.Семенова, С.Кузьмин, С.Семенов, Н.Иванов - иккĕмĕш, К.Миронова, В.Михайлов, А.Алексеев виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
        Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăларĕç, хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.
 
       А. ХОВАНСКИЙ.


02 декабря 2006
00:00
Поделиться