Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яланах сывлăх хуралĕнче

                       о Уяв                    
 
Яланах сывлăх хуралĕнче
 
          Районти Культурăпа кану центрĕнче районти сывлăх сыхлавĕ 80 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уява район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева уçрĕ, унăн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
         Хальхи вăхăтра пирĕн районта пурĕ 51 врач, вĕсенчен ЧР тава тивĕçлĕ врачĕсем, РФ сывлăх сыхлавĕн отличникĕсем те пур. Район больницинче 232 медицина сестри вăй хурать, вĕсенчен 34-шĕ аслă, 108-шĕ - пĕрремĕш, 7-шĕ иккĕмĕш категориллĕ. Районти тĕп больницăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн 4 офисĕ ĕçлет, вĕсенчен 3-шĕ аякри ялсенче.
       «Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Çулсерен пурлăхпа техника базине вăйлатса пыратпăр. «Сывлăх» наци проекчĕн шучĕпе пурнăçланакан ĕçсем те курăмлă. Пирĕн тĕллев - çĕнĕ медицина технологисене ĕçе кĕртесси», - терĕ Н.Васильева тĕп врач хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май. Унтан вăл Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пай начальникне Н.Николаева сăмах пачĕ. Вăл ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн Н.Суслонован саламлă сăмахне вуларĕ, асăннă министерствăн Хисеп грамотисене район больницин хирурги уйрăмĕн заведующине Н.Кузьмина, функциональлĕ диагностикăн врачне Л.Сергеевăна, район больницин терапи уйрăмĕн заведующине Т.Алексеевăна, Г.Григорьева врач-психиатра, район поликлиникин медицина сестрине Т.Ивановăна Тав çырăвĕ пачĕ.
        Медицина ĕçченĕсене район пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов уяв ячĕпе саламларĕ, район пуçлăхĕн В.Кирилловăн районти сывлăх сыхлавĕ 80 çул тултарнă ятпа медицина ĕçченĕсене халлаласа çырнă саламлă сăмахне вуларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунса сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
      Район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева коллегăсене саламласа йывăр та халăха кирлĕ ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн район больницин Хисеп грамотисем пачĕ.
      «АККонд» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов ячĕпе унăн заместителĕ С.Кириллов саламлă сăмахсем каласа хаклă парне парнелерĕ.
    Районти предприятисемпе организацисем, предпринимательсем те сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламлама килнĕ. Райпо совечĕн председателĕ К.Никитин, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, Вăрмарти çĕвĕ фабрикин директорĕ С.Белоусова, «Чуваштоппром» патшалăх унитарлă предприятийĕн «Вăрмарти топсбыт» предприятийĕн директорĕ Н.Дмитриева, «32-мĕш номерлĕ аптека» патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Г.Каланова, «Строитель» муниципаллă унитарлă предприятийĕн представителĕ А.Васильев, В.Енькова предприниматель, районти пенси фончĕн начальникĕн заместителĕ Е.Волкова, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Л.Петрова медицина ĕçченĕсене ырă, ăшă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç.
     «Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Эсир, медицина ĕçченĕсем, халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшатăр. Сире çак çăмăл мар ĕçре çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, иксĕлми вăй-хал, чăтăмлăх сунатпăр», - терĕç уява килнисем.
     Юлашкинчен Шупашкарти «Янра, юрă» ушкăн савăнăçлă концерт лартрĕ.
 
З. ПАВЛОВА.


02 декабря 2006
00:00
Поделиться