Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ĔÇ АНИ ÇИНЧЕ - 30 ÇУЛ

о Ят-сум

      ĔÇ АНИ ÇИНЧЕ - 30 ÇУЛ

Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле тенĕ пек, кашни çын хăйне евĕр, хăйне уйрăм, ыттисенчен мĕнпе те пулин палăрса тăрать. Хăйне валли професси суйлас енĕпе те кашни этем тĕрлĕрен. Пĕри - вĕренсе тухать те аптранă кăвакал евĕр калла-малла çỹресе чуна е саманана тивĕçтерекен ĕç шыраса хăшкăлать, тепри - ниме пăхмасăр ĕмĕрĕпех пĕр ĕç ани çинче тăрăшать.

Нина Васильевна Арсентьева та çавăн пек çынсенчен пĕри: вăл шкулта ĕçлеме пуçлани 30 çул çитет ĕнтĕ.

Нина Васильевна Куславкка районĕнчи Чăршкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çĕнĕ Кинчер тата Куснар шкулĕсенче вĕреннĕ. ЧПУн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ хыççăн 1977 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа районти Энтриялĕнчи вăтам шкулта математика вĕрентекенĕ пулса тăрăшнă. Пĕр вăхăт директор çумĕ те пулнă. Паянхи кун Н.Арсентьева, Энтрияль шкулне реструктуризациленĕ хыççăн, Мăнçырма шкулĕнче вăй хурать.

Нина Васильевна - чăтăмлă та çирĕп ыйтакан педагог, çав вăхăтрах сăпайлă та кăмăллă. Вĕренекенсем ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ, унăн урокĕсене хаваспах çỹреççĕ.

Ĕçре пултарулăх кăтартнăшăн, ачасем вĕренỹре çитĕнỹсем тунăшăн Нина Васильевна "Вĕрентỹ отличникĕ" паллăна тивĕçнĕ.

30 çул - аслă та йывăр çул. Хăй вăл те савăнать, те кулянать, пирĕн вара - мухтанмалла.

А. МИХАЙЛОВ.



09 декабря 2006
00:00
Поделиться