Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕк коллективăн пысăк ĕçĕ

о Предпринимательлĕх

Пĕчĕк коллективăн пысăк ĕçĕ

Çак кунсенче мана унччен юсавпа строительство участокĕ пулнă предприятие кайса килме тỹр килчĕ. Унта çитес умĕн чун шикленсе пычĕ, мĕншĕн тесен ытти ĕçлеме пăрахнă организацисен çурчĕсем юхăнса лараççĕ-çке. Икĕ хутлă кантур патне çитсе пыратăп. Унти çивиттине улăштарнă, йĕри тавра тирпей-илем хуçаланать. Савăнсах кайрăм, апла пулсан кунта чăн-чăн хуçа пур. Территорине кĕрсен хуçине те куртăм. Вăл "Алекс" предприятин директорĕ Н.Александров пулчĕ.

Эпĕ Николай Николаевича нумайранпа пĕлетĕп. Вăл 15 çул каялла халиччен "Сельхозтехника" пулнă организацин пĕр çуртне арендăна илсе резинка кăларма тытăннăччĕ. Каярахпа вара çĕвĕ фабрикипе юнашар икĕ хутлă çурт хăпартса лартрĕ. Вăл аякранах илемлĕн курăнса ларать. Халĕ унта резинка кăларакан цех ĕçлет. Кунти ĕçченсем промышленноçра кирлĕ тавар туса кăлараççĕ. Вĕсен ĕçĕпе пуçлăх кăмăллă. Юсавпа строительство участокĕн пулнă столяр цехĕпе кантурне Н.Александров "Чувашгражданстрой" хупă акционерлă обществăран илчĕ. Мана столяр цехне кĕрсе курма тỹр килчĕ. Кунта сĕтел-пукан, алăксем, краватьсем, тумбăсем тата ытти те туса кăлараççĕ. Пăхатăп та - кунта тирпейлĕх, тасалăх хуçаланать. Чĕрĕ материала типĕтме ятарлă вырăн пур. Çак материала типĕтнĕ хыççăн столярсем ĕçе пикенеççĕ, тĕрлĕ сĕтел-пукан ăсталаççĕ. Н.Александров хăй те директор тесе ĕçе тиркесе тăмасть, ĕç тумĕ тăхăнать те станок умне тăрса ĕçлет. Столяр цехĕнче пурĕ 5 специалист ĕçлет. Предприятинче пурĕ 17 çын тăрăшса вăй хурать. Коллективĕ пĕчĕк пулин те халăха кирлĕ, пысăк ĕç тăваççĕ вĕсем.

Г. ПЕТРОВ.
Мăнçырма ялĕ.


09 декабря 2006
00:00
Поделиться